Тӗп Банкăн нимӗнле «хăрушлăхсăр» счет та çук
Палламан çын шăнкăравласа укçана çăлса хăварас тесе ăна пӗр-пӗр хăрушлăхсăр е хӳтӗленӗ счет çине куçармалла тесе шантарни – трубкăна хумалли çинчен калакан тӗп сигнал пулмаллине палăртнă Раççей Банкӗн Волго-Вятски патшалăх управленийӗн Тутарстан Республикинчи уйрăмӗн – Нацбанкăн управляющийӗ Марат Шарифуллин.
Вăл каланă тăрăх, ултавçăсен серепине лӗкнисенчен нумайăшӗ çухату çинчен пӗлтермеççӗ: е кун çинчен калама намăс, е çухату пысăках мар, е укçана каялла тавăрма пулманнине ăнланса, вăхăта сая ярасшăн мар вӗсем. Анчах та ку тӗрӗс мар, кун пирки банка та, полицие те пӗлтермелле. Пӗрремӗшӗнчен, укçана каялла тавăрса парас шанăç ӳсет. Укçа-тенке илекен Раççей банкӗн базинче пулсан, банк куçарăва чарман пулсан, унăн укçине каялла тавăрса памалла. Иккӗмӗшӗнчен, инкеке лекнисем заявлени çырмасан, укçа куçарнă шут хуçисем банк базине ултавçăсем усă куракан шут пек кӗмеççӗ. Ытти банксем те çав шут çине çӗнӗ куçарусем яма пултараççӗ.
Мошенниксем аллине лӗкнӗ çын ултав çинчен пӗлтерсен, кăшт укçа вăрласан та, вăл ытти çынсене кун пек йăнăшсенчен çăлса хăварма пултарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев