Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пӗлтерӳсем

кӗскен

Салтаксем валли пӗчӗк концерт та кăтартнă

Раççей кунне халалласа. Июнӗн 11-мӗшӗнче Хусанти Кремль çумӗнчи çыран хӗрринче Раççей кунне халалланă Халăхсен туслăхӗн парачӗ иртет. Тӗрлӗ халăх представителӗсем хăйсен наци тумне тăхăнса флешмоба тухӗç. Раççейри ытти тăхăр пысăк хулара та çынсем çакнашкалах мероприятисем ирттереççӗ. Флешмоба Мускавра, Питӗрте, Владивостокра, Екатеринбургра, Калининградра, Красноярскра, Новосибирскра, Дон-çи-Ростовра тата «Сириус» федераллă территорире мультимедиа кантăк-портал урлă курӗç.

Хусанта наци тумӗсене тăхăннă парада хутшăнакан çынсем ТР Наци библиотеки патӗнчен (унчченхи НКЦ) 15.30 сехетре тапранӗç. Унтан çак ушкăн медиаинсталляци патӗнче чарăнса акцине хутшăнакан хуласемпе çыхăнӗ. Парад пирс патне çитсен çынсем концерт курса савăнӗç. Çак кун Кремль çумӗнчи çыран хӗрринче çамрăксен этнофестивалӗ иртет. Мероприятие хутшăнас текенсене ТР Наци библиотеки çумӗнчи çыран хӗрринче 15.00 сехетре кӗтеççӗ.

 

Маска тăхăнмасан та юрать. Ковидпа чирлекенсем самай чакнине кура республикӑри Оперативлӑ штаб обществăлла вырӑнсенче маска тӑхӑнса çӳремелли йӗркене июнӗн 6-мӗшӗнчен чарса тӑма йышӑннӑ. Тутарстанӑн тӗп санитари врачӗ Марина Патяшина пӗлтернӗ тӑрӑх, çынсем ӳпке шыççипе чирлес кӑтартусем ковидченхи шайра. Анчах та маска режимне пӗтӗмпех пӑрахӑçламан, чарнӑ çеç. Теветкеллӗх ушкӑнӗнчи çынсене Роспотребнадзор хӑйсене упрама, обществăлла вырӑнсенче маска тӑхӑнма сӗнет. 

 

Росгвардеецсем таврăннă. Украинăри ятарлă çар операцийӗнче çарпа хӗсмет тӗллевӗсене пурнăçланă хыççăн Тутарстанăн шӗкӗр хулине иртнӗ эрне вӗçӗнче кунти çар чаçӗн салтакӗсем таврăннă. Росгвардеецсен колонни Тутарстана кӗрсен вӗсене М7 трасса хӗрринче ялавсем йăтнă Тури Услон районӗн форпостовецӗсем, ветерансен «Волжанка» хорӗ тата район пуçлăхӗ çăкăр-тăварпа тата чак-чакпа кӗтсе илнӗ. Салтаксем валли пӗчӗк концерт та кăтартнă. Çул хӗрринчи тӗлпулу хыççăн росгвардеецсен колонни Хусаналла çул тытнă. Тутарстанăн шӗкӗр хулин урамӗсемпе пынă вăхăтра вӗсене автомобилистсем пиплеттерсе саламланă. Колонна çар чаçӗн хапхи патне çывхарсан салтаксене тăванӗсемпе юлташӗсем оркестр маршӗпе чаплăн кӗтсе илнӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев