Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

100 çултан та пулăпăр

«Россия - Культура» телеканалта «Россия - моя любовь» телекăларăм уçнă. Черетлӗ кăларăмра вӗсем çӗршывра пурăнакан чăваш халăхӗ, унăн историйӗпе йăли-йӗркисем, тӗнӗ, культури пирки каласа пама йышăннă. Ун валли Тутарстанри Аксу районӗнче кӗске кинорепортаж ӳкернӗ. Калăпăшлă темăна сӳтсе явма Мускавран Тутарстанри чăваш писателӗсен союзӗн председательне Николай Михайлович Сорокина чӗнсе илнӗ. Ентешӗмӗр...

«Россия - Культура» телеканалта «Россия - моя любовь» телекăларăм уçнă. Черетлӗ кăларăмра вӗсем çӗршывра пурăнакан чăваш халăхӗ, унăн историйӗпе йăли-йӗркисем, тӗнӗ, культури пирки каласа пама йышăннă. Ун валли Тутарстанри Аксу районӗнче кӗске кинорепортаж ӳкернӗ. Калăпăшлă темăна сӳтсе явма Мускавран Тутарстанри чăваш писателӗсен союзӗн председательне Николай Михайлович Сорокина чӗнсе илнӗ. Ентешӗмӗр телекăларăм ертӳçине Поль Кристиан Брошене панă интервьюпа вулакансене те паллаштарас терӗмӗр (ыйту параканӗ Броше, хуравлаканӗ - Сорокин).

- Çапах та мӗнле территорирен тухнă чăваш халăхӗ? Ячӗ ăçтан пулса кайнă?
- Историксен тӗпчевӗсене шанас пулсан, чăвашсен йăх-тымарӗсем малтанласа Алтай тăрăхӗнче пурăннă, каярахпа Çурçӗр Кавказра. Тутарсен паллă ăсчах-археологӗ Альфред Халиков каланă тăрăх, 4-мӗш ӗмӗрччен проточăвашсем Хура тинӗс тăрăхӗнче пурăннă. Вăл вырăнта нумай халăх пурăннине пула чăвашсем Атăл тăрăх çӳлелле хăпарма пуçланă. Ăшă çӗртен куçса кайнине халăхра упранса юлнă легендăра та тупма пулать. Ăна мана анне, Евдокия Семеновна, каласа панăччӗ. «Хăçан-тăр çӗре виçӗ хӗвел ăшăтса тăнă мӗн. Пăчă пулнă. Çамрăк куштансем вара сунарçăна чӗнсе илеççӗ, лешӗ икӗ хӗвелне персе антарать, виççӗмӗшӗ çӳлерен те çӳле улăхса тарать. Туххăмрах шăнтса ярать тет, çынсем сивӗпе чирлесе вилме пуçлаççӗ. Пӗр шурсухал вара Хӗвеле çынсене шеллеме ыйтать. Çапла чăвашсем пур çӗрте те виçӗ хӗвел ӳкерме тытăнаççӗ: стенасем, алшăллисем, сурпансем çинче. «Чăваш» тени пирки. Тахçан вӗсем хăйсене «çăваçă» (чӳк тăвакансем) тесе каланă, кӳршӗллӗ халăхсем çемçелле калайманнипе «чăваш» теме пуçланă.
- Ăçтан тухса кайнă вăл чă­вашсем авалхи укçасене юратни? Тимӗр укçаран капăрлăхсем хатӗрлесси паян та сыхланса юлнă-и?
- Чăваш халăхӗ - чухăн халăх. Укçана юратасси те çавăнтан пуçланнă. Илемлӗ, чăнкăртатать. «Енчӗкӗм пушă пулсан та чăнкăртаттăр пуçри хушпăвăм», - тесе юрлатчӗ ман анне. Хушпу 10-12 килограмм та тайма пултарнă, лашаран та хаклăрах тăнă. Халӗ те тухъя-хушпу ăсталасси пӗтмен, авалхи укçа вырăнне «Ельцин миллионӗсемпе», «Путинăн тен­­кисемпе» илемлетеççӗ.
- Совет тапхăрӗнче вӗсене туртса илмен? Ăçта упраççӗ вӗсене, еткере хăвараççӗ-и?
- Хресченсене раскулачит тунă чухне туртса илнӗ тӗслӗхсем нумай. Капла вара çак туп­рана ăруран-ăрăва парса пыраççӗ. Тăхăнмалла-и ăна халӗ е çук - çамрăксем хăйсем шутлаччăр.
- Хальхи Тутарстан территорийӗнче чăвашсем хăçантанпа пурăнаççӗ?
- Халиков академик тӗпчевӗсем тăрăх, пирӗн эрăчченхи 2-мӗш ӗмӗрте Камăпа Атăл пӗрлешнӗ çӗрте 15 балл хăватлăхпа çӗр чӗтреннӗ, ун пирки Финляндин «Калевала» эпосӗнче çырса хăварни пур, Вăтаçӗр тинӗсӗнче вара штормра грексен флочӗ путнă. 7 ӗмӗре яхăн çак çӗрсем пушă тăнă. Халиковăн тӗпчевӗсемпе, 6-7 ӗмӗрсенче кунта проточăвашсем килсе вырнаçнă, çакна археологи шыравӗсем те çирӗплетеççӗ. Атăлçи Пăлхарта суварсем пурăннă, хальхи чăвашсен йăхӗсем. Сувар хули пӗр вăхăт патшалăхăн тӗп хули пулнă.
- Чăвашсем ытларах христиансем е мăсăльмансем, е пачах та урăх тӗнпе пурăнаççӗ?
- Христиансем, кăштах, тен, çӗрмӗш пайӗ мăсăльман пулма пултарать, тутар ячӗллӗ чăвашсем те пур, анчах хăйсем хрис­тиансем. Манăн Халиулла ятлă юлташ пур, чăваш. «Эсӗ тутар», - тетӗп ăна. «Çук, - тет. - Эп çуралсан атте сельсовета кайнă та тутар председателӗшӗн ăнланмалла мар йывăр ят каланă. Лешӗ кутăнланнă, Халиулла пулать, вçо», - тенӗ. Тутарстанри Нурлатпа Аксу районӗсенче тӗне кӗмен чăвашсем пу­рăнаççӗ, 15 пин çынна яхăн. Ялӗсенче икӗ масар, тӗне кӗнисемпе кӗменнисем валли. Тӗне кӗменнисем юпа лартаççӗ те ун çине çăвар, куç касса кăлараççӗ.
- Тӗне кӗмен тесе палăртни чăвашсемшӗн йăлана кӗнӗ термин?
- Вăл чăвашсен авалхи культурине упраса хăварма пулăшнă, хăйсен Туррине çирӗп шанни ăна халăх пек сыхланса юлма пулăшнă та ӗнтӗ, çакă паян халăхăн ăс-хакăл тупри пулса тăрать. Православие йышăннисен те пурăнан пурнăçра вăл палăрать. Чăваш культурин никӗсӗ - çутçанталăка, çӗре çывăх тăни, юратни, экологилле тӗн теме пулать.
- Православи йышăнни чă­ваш­сен историпе культурине мӗн­лерех улăш­тарнă?
- 7-мӗш ӗмӗртен вара чă­вашсене христиан тӗнне йы­шăнтарма пуçланă, официаллă документсемпе 1740 çултан пуçласа. Çынсем вăрман чăтлăхне тарма тытăннă. Аксу районӗнче кун пирки легенда та çӳрет. Икӗ пӗртăван пурăннă. Яндруз христиан тӗнне тӳрех йышăннă, Акспай вара вăрмана тарнă. Хăйсем патне христиансен миссионерӗ килессине пӗлсен ял çыннисем çăлкуçсене хупласа пытарма пуçланă, миссионер килмен, каярахпа çăлкуçсене уçнă. Православие йышăнни, паллах, пӗр енчен пăхсан культурăна пуянлатнă, вырăссемпе çывăхлатнă. «Мӗн панă пире вырăссем?» - тесе ыйтаттăм асаннерен Мария Федоровнăран. «Мӗнле мӗн? Кравать вара, ӗлӗк саксем пулнă, мунча хураччӗ, халӗ - шурă. Мода улшăнчӗ - 7 аркăллă кӗпесем чӗркуççи таран кӗскелчӗç. Кухня пуянланчӗ».
- Чăвашла кӗлӗ ирттерекен храмсем пур-и?
- Хусанта чăваш чиркӗвне уçассине хамах пуçарнăччӗ. Параскева Пятница чиркӗвне коммунистсем тӗрмене çавăрнă пулнă. Унта «Крутой маршрут» авторӗ Евгения Гинзбург, Василий Аксенов писателӗн амăшӗ ларнă. Эпир ишӗлчӗксене тирпейлеме, 3 хутлă нарсене салатма пуçларăмăр. Урай айӗнче вара 4 метр тарăнăшӗнче тăванла вилтăпри тупрăмăр. Пӗр калибрлă шăтăклă çӗршер пуç чашки тупрăмăр. Çапла майпа ОГПУ гвардеецӗсем халăха пӗтернӗ. Эпир вара айăпсăр вӗлернисене пытарма тупăксем, кайран ещчӗксем тума пуçларăмăр. Хула масарне илсе çӳресе ывăнтăмăр, храм картишӗнче шăтăк алтса пытарма тиврӗ. Каярахпа çав вырăнта часовня туса ларт­рăмăр. Тутарстанри 300 яхăн православи чиркӗвӗнчен 40-е яхăнӗ чăвашсен.
- Час-часах «православин халăх варианчӗ» пирки илтме пулать. Чăвашсен ун пекки тӗл пулать-и?
- Илтмен. Чăвашсен пӗр вариант: вӗсем православи канонӗсене хăйсен авалхи тӗнӗ çинче никӗслесе тытса пыраççӗ.
- Тӗне кӗнисемпе кӗменнисен уявӗ­сем улшăнса тă­раççӗ-и? Вӗсем пӗр-пӗрин патне хăнана çӳреççӗ-и?
- Паллах. Христиансен уявӗ­сем шăматкунпа вырсарникун пулсан, тӗне кӗменнисем юнкун ирттереççӗ, Çимӗке - кӗçнерникун. Совет вăхăтӗнче кун пирки йывăрлăхсем те пулнă, ӗçрен ямасса пултарнă. Праçниксене каçпа ирттернипе «тухатмăш» ят та илтме пулнă. Чăвашсем хăнана çӳреме юратаççӗ, ăна тӗп йăла теме те пулать, мӗншӗн тесен ку халăха çирӗплетет.
- Акатуй ирттересси ăçтан пуçланса кайнă? Пăлхарсен культурипе çыхăну пур-и кунта? Вăл тутарсен Сабантуйӗ пекех илтӗнет.
- Паллах, кунта Пăлхар никӗсӗ пур. Сабантуя та вăл çывăх тăрать. Уйрăмлăхсем те пур. Чăвашсем ака ӗçӗсене вӗçлесен «ака пăтти» йăлине ирттереççӗ, икерчӗ, йăвача тата ыттине те пӗçереççӗ. Кӗлӗ вуласа Турăран лайăх тухăç ыйтаççӗ, ăна инкексенчен упрама ыйтаççӗ. Кайран вара уявсем пуçлаççӗ. Акатуй çӳçӗсене салатнă, пиçиххийӗ­сене салтнă хӗрсем çара уран суха пуçне кӳлӗнсе ял тавра çӗре чӗрсе «тимӗр карта» тытнипе вӗçленнӗ.
- Тӗне кӗмен чăвашсене ытти халăхсем еплерех йы­шăн­нă?
- Тӗне кӗмен чăвашсем каласа панă тăрăх, вӗсене хрис­тиан миссионерӗсем йӗрлесе çӳренӗ, мулласем ӳкӗтленӗ, анчах пуринчен те хаяррисем атеистсем пулнă. Вӗсем тӗп тăвассипе хăратнă. Эпӗ КПСС обкомне пырсан, тӗне кӗменнисем пирки калаçу пуçарсан вӗсем урса кайрӗç: «Нивушлӗ эсир çав тухатмăшсене халӗ те пӗтермен?» Ахаль çынсем вара вӗсене халăх сиплевçисем вырăнне хурса хисепленӗ.
- Тутарстан чăвашӗсем хутăш мăшăрланусем йӗркеленӗ-и? Ытларах камсемпе - çармăссемпе, тутарсемпе е вырăссемпе?
- Ӗлӗкрех чăваш чăвашах илме тăрăшнă. Чӗлхе те, тӗн те урăх халăхпа çыхăнма чарнă. Халӗ - ирӗк! Ытларах вырăссемпе мăшăрланаççӗ. Православи тӗнне тытса пыни витӗм кӳрет. Масар та пӗрре. Çак тӗллевпех мăсăльманпа пӗрлешсен тӗн улăштарма тăрăшаççӗ - вилсен те пӗрле пулас тӗллевпе.
- Чăваш килӗнче таса вырăн (святилище) пур-и?
- Питех мар. Ялăн пур. Унта чӳк тума пуçтарăннă. Çав вырăн çветтуй шутланнă, унта çӳпӗлеме, тустарма юраман. Савăнса алхассан çăпан тухма пултарнă, хăвăр пӗлетӗр ăçта. Йывăр чирлесе вилме те пултарнă. Çул çинче таса вырăнсем пур. Ман ялта, Аслă Шемекре, вăрмана каякан çурçулта виçӗ йăмра ӳсет. Вӗсене кам лартнине никам та астумасть, пӗр ӗмӗр кăна лармаççӗ вӗсем. Умӗнчен иртнӗ чух кӗлӗ вуламаллах, ыр сăмахпа йăвашлатас тесе, унсăрăн аташса кайма та пулать, хам пӗлетӗп.
- Чăваш культуринче тӗрӗксемпе финпа угрсен йăлисем еплерех пӗрлешсе кайнă?
- Чăваш халăх культуринче тӗрӗксемпе финпа угрсен йăла йӗрӗсене тупма пулать. Çак халăхсем авалтан кӳршӗллӗ пу­рăннипе, паллах, культурисем те пӗр-пӗрне витӗм кӳнӗ. Совет тапхăрӗнче пӗр халăх тума тăрăшнипе вак халăхсен хăйевӗрлӗхне хирӗç вăйлă кӗрешнӗ. Мӗнлерех вăл совет нацийӗ? Тӗссӗр, сăрă пусма татăкӗ - уяв­семсӗр, хăйне евӗр йăла-йӗркесемсӗр, ним çветтуййи те юлман.
- Мӗншӗн хуплу наци кухнин символӗ пулса тăнă тата халӗ сăра вӗретеççӗ-и?
- Хуплу - йăлана кӗнӗ кукăль. Ун ăшне çӗр улмипе аш тултараççӗ. Пысăк праçниксенче хуплусăр май çук. Вăл формипе çаврака пулнипе хӗвел символӗ пек палăрать. Кулинари искусствин шедеврӗ теме пулать. Манăн аннепе кукамай сăра вӗрететчӗç. Кăпăклă, техӗмлӗ, алкогольсӗр. Америка кока-колипе танлаштараймăн ăна. Вăрттăнлăхӗ çавăнта: ыраша шăтараççӗ - солод пулать, вара ăна авăртса виç витре кӗрекен чӳлмеке тултараççӗ, фильтр вырăнне улăмран çыхнă кăшăл хураççӗ, унтан хăмла тата солодпа çӗпре, çăнăх хутăшне ярса вӗри шыв хушса лартаççӗ. Ятарлă кӗлӗ калаççӗ: «Эх, кума, мăнтăрскерӗм, йӳç-ха хăвăртрах. Çурхи шыв пек шавла. Хисеплӗ хăнасем çитрӗç, ӗçес теççӗ, йӳç хăвăртрах...». Виç кун йӳçнӗ хыççăн чӳлмеке уçса юхтараççӗ, шӗвек кофе тӗслӗ пулать, унта типӗтнӗ улма-çырла хушма та юрать. Тепӗр виç талăк­ран сăра хатӗр.
- Тутарстан чăвашӗсем чă­вашенсенчен мӗнпе улшăнса тăраççӗ?
- Калаçу диалекчӗпе. Тутарстансем литература нормине пăхăнса тӗрӗсрех калаçаççӗ, чăвашенсем сăмах вӗçӗсене «çăтаççӗ». Пирӗн юрăсем хавасрах, чăвашенсен тăссарах хурлăхлă юрланаççӗ, эпир çем­çерех ташлатпăр, вӗсем си­керех. Чăвашенсем хупăнсарах пурăнаççӗ. Эпир вара ту­тарсемпе вырăссем хушшинче аталанатпăр, хамăра кампа танлаштармалăх пур, конкуренци - лайăх япала. Тутарстанра йăла-йӗркесемпе чӗлхе мелӗсене те лайăхрах упраса хăварнă.
- Хăвăрăн культурăпа мухтанатăр-и? Мӗнлерех пулӗ вăл тепӗр 50-100 çултан?
- Мӗн чухлӗ халăх пӗчӗкрех - çавăн чухлӗ мăнаçлăхӗ те пысăкрах. Чăвашсем пурӗ те 2 миллион кăна, 900 пинӗ Чăваш Енре пурăнать, Тутарстанра 116 пин, анчах шутланинчен эпир самай нумайрах. Вырăсланса пыни пире пӗтерет. Вырăс чӗлхи иккӗмӗш тăван чӗлхе пулса тăчӗ. Хăш-пӗри хăйне вырăс тесе çыртарать. Çапах та нумай вӗреннӗ, ют чӗлхе пӗлекен çынсем хăйсен тăван чӗлхи патне ытларах туртăнаççӗ. Вăл хăй халăхӗпе мухтанма тытăнать. Анне чӗлхине манма çук. Пӗр сăмахпа, халăхăн хăй ăнланулăхӗ ӳсет, чăваш культури пуянланать, çӗнӗ форма йышăнать. Эп вăл чечекленессе шанатăп, 50-100 çултан та пулăпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев