Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

1000 литрлă хуранта та шӳрпе тутлă пулать

(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗкӗ О.Голыжбинан). Темиçе минут каялла кăна Хусанти «Казан» Çемье центрӗ умӗнче 1000 литрлă хуранти пулă шӳрпин тутлă шăрши сарăлчӗ. Ăна паллă шоуменпа Оскар Кучерăпа Хусанти пӗр ресторанăн шеф-поварӗ Максим Агуреев халăх умӗнчех пӗçерчӗç. Шӳрпене мӗнрен тата мӗнле пӗçернине икӗ сехете яхăн сăнарăмăр. Çак вăхăтра шеф-повар пулă шӳрпи хатӗрлемелли...

(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗкӗ О.Голыжбинан).

Темиçе минут каялла кăна Хусанти «Казан» Çемье центрӗ умӗнче 1000 литрлă хуранти пулă шӳрпин тутлă шăрши сарăлчӗ. Ăна паллă шоуменпа Оскар Кучерăпа Хусанти пӗр ресторанăн шеф-поварӗ Максим Агуреев халăх умӗнчех пӗçерчӗç.

Шӳрпене мӗнрен тата мӗнле пӗçернине икӗ сехете яхăн сăнарăмăр. Çак вăхăтра шеф-повар пулă шӳрпи хатӗрлемелли вăрттăнлăхсене те уçрӗ. Калăпăр, çырма-кӳлӗ пуллине шӳрпене пиçиччен 20 минут маларах ямалла-мӗн, тинӗс пуллине вара 6-7-минут пӗçерсен те çитет. Мӗнле специсемпе усă курмалла, тата ытти те.

Шӳрпе тутлă шăршă кăларса пиçсе çитес умӗн темиçе минут маларах ТР Президенчӗпе Рустам Миннихановпа РФ ял хуçалăх министрӗн çумӗ, Пулă ӗрчетес енӗпе федераллă агентствăн ертӳçи Илья Шестаков килсе çитрӗç. Вӗсем пӗçерсе пӗтерчӗç те шӳрпене. Урăхла каласан, хурана юлашки пулă татăкӗсене яраканнисем пулчӗç. Шел, тутанса пăхма кăна хăнасен вăхăчӗ пулмарӗ. Вӗсем суту-илӳ речӗсене пăхма, пулă ӗрчетекенсемпе курса калаçма васкарӗç.

Сăмах май, Мускав хăнин И.Шестаковăн тӗллевӗ çав кун пулă фестивалӗнче пулса курасси кăна марччӗ. Хусанта «Пулă эрни» шăпах çак агентство пулăшнипе иртет. Фестиваль çамрăк-ха, вăл 2015 çулта кăна пуçланнă. Малтан Мускавра, унтан Санкт-Петербургра, халӗ акă Тутарстанра иртет. Унăн тӗллевӗ «Русская рыба» Раççей пуллин сумне ӳстересси, сарасси. «Пулă эрнинче» Раççейри тӗрлӗ регионти пулă ӗрчетекенсен продукцийӗн пуян ассортименчӗпе паллаштараççӗ. И.Шестаков ӗçлӗ визит вăхăтӗнче «Лайăшри пулă завочӗ» ХАОра тата Ташкирмень ялӗнчи пулă тирпейлекен участокра пулса курчӗ.

Ыттисен вара, урăхла каласан пирӗн, Хусан çыннисемпе хăнисен, тутлă шӳрпене тутанса пăхма май пулчех. Маларах шантарнă пекех, кашнинех тӳлевсӗр хăналарӗç. Шӳрпе çиме хăшӗ-пӗри ятарласах килни те паллă пулчӗ, пӗр кукамай, тӗслӗхрен, хăйпе пӗрле тарăн турилккепе йывăç кашăк илме те ӳркенменччӗ.

1000 литрлă хуранта 4000 çынна çитмелӗх пулă шӳрпи пиçрӗ. Çаплах фестивальте Хусанти вун-вун ресторанпа кафен хăйсен рецепчӗсемпе пӗçернӗ пулă шӳрпине, пулăран хатӗрленӗ тӗрлӗ апатне те тутанса пăхма май пулать.

Уяв паян 20 сехетченех тăсăлать, тӗп сцена çинче Хусанти ушкăнсем юрлаççӗ, фестиваль тӳремӗнче жонглерсемпе фокусниксене курма, тӗрлӗ квест-вăйăсене, аттракционсене хутшăнма пулать. Юлашкинчен пурне те Хусанти пӗрремӗш «Фишка» пулă фестивалӗн эмблемиллӗ значоксем парнелеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев