Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

12-мӗшӗнче «ЧНКА» команда «Спектрпа» вылять

Турнир таблицинчи 3-мӗш вырăнти командăпа выляма хуть те хăш ушкăнри футболистсем те лайăх хатӗрленеççӗ. Шăпах çакнашкал тӗрӗслевпе тӗл пулма тивет «ЧНКА» командăн юлашки вăхăтра. Иртнӗ икӗ матча та 4:2 шутпа çӗнтернӗрен чăваш каччисем августăн 5-мӗшӗнче Хусанти «Басион Б» командăпа выляма çӗкленӳллӗ кăмăл-туйăмпа тухрӗç. Мӗншӗн тесен вăл таблицăра 9-мӗш вырăнта кăна:...

Турнир таблицинчи 3-мӗш вырăнти командăпа выляма хуть те хăш ушкăнри футболистсем те лайăх хатӗрленеççӗ. Шăпах çакнашкал тӗрӗслевпе тӗл пулма тивет «ЧНКА» командăн юлашки вăхăтра. Иртнӗ икӗ матча та 4:2 шутпа çӗнтернӗрен чăваш каччисем августăн 5-мӗшӗнче Хусанти «Басион Б» командăпа выляма çӗкленӳллӗ кăмăл-туйăмпа тухрӗç. Мӗншӗн тесен вăл таблицăра 9-мӗш вырăнта кăна: 8 вăйăра çӗнтернӗ, 7-шӗнче выляса янă. Пирӗннисен хапхишӗн ытлашши хăрушлăх кӳмелле мар пек ун выляканӗсем. Анчах та вăйă пачах та урăххине кăтартӗ. «Бастион Б» хӳтӗленӳре те, тапăнура та вăйли курăнчӗ. Тренерлă команда пулни сисӗнет.

Апла пулин те «ЧНКА» команди хальхинче те пире савăнтарчӗ. Матчăн 28-мӗш минутӗнче пирӗн командăн капитанӗ Алексей Егоров «Бастион Б» хапхине гол тапса кӗртрӗ. Бастионсем çак голшăн чăваш каччисене тем пек тавăрма тăрăшсан та май килмерӗ. Пирӗн каччăсем вӗсен тактикине хăвăрт ăнланса хамăр хапхана мечӗк кӗртме памарӗç. Матч 1:0 шутпа вӗçленчӗ. Çӗнтерӳ пирӗн енче пулчӗ.

Августăн 12-мӗшӗнче 12.30 сехетре Хусанти «Олимп» стадионра пирӗн футболистсем «Спектр» командăпа тӗл пулӗç. Курма килейменнисем матча «Инстаграммра» курма пултараççӗ, chnkafootball аккаунт яланхи пекех тӳрӗ эфир трансляцине илсе пырӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев