Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

14 районта çӗрулми чирлет

Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗн специалисчӗсем республикăри 14 районта карантинри çӗрулми чирне - ылтăн нематодăна - асăрханă. Кун çинчен Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Ленар Фаттерахманов ведомствăн пӗрремӗш квартал пӗтӗмлетӗвӗсемпе ирттернӗ право ӗçӗсене сӳтсе явнă чух пӗлтернӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, ылтăн нематода чирне вӗсем 21 ялти харпăр хуçалăхсен пахчисенче пуррине палăртнă. «Кӗçех...

Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗн специалисчӗсем республикăри 14 районта карантинри çӗрулми чирне - ылтăн нематодăна - асăрханă. Кун çинчен Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Ленар Фаттерахманов ведомствăн пӗрремӗш квартал пӗтӗмлетӗвӗсемпе ирттернӗ право ӗçӗсене сӳтсе явнă чух пӗлтернӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, ылтăн нематода чирне вӗсем 21 ялти харпăр хуçалăхсен пахчисенче пуррине палăртнă.

«Кӗçех çӗрулми лартма вăхăт çитет. Çавăнпа лайăх тӗрӗсленӗ çӗрулми вăрлăхне кăна лартмалла»,- тенӗ Ленар Фаттерахманов.

Карантинри чирпе кӗрешмелли мел вăл - нематодăпа чирлемен сортсемпе усă курасси тата ака çаврăнăшне пăхăнасси, урăхла каласан, ăна нумай çул ӳсекен курăк е горчица ӳстернӗ вырăна лартмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев