Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗн кунӗ

Республикăра тӳлевсӗр пулăшăва РФ Президенчӗн Тутарстанри приемнăйӗнче, «Единая Россия» партин регионти председателӗн, ТР Обществăлла палатин, «Единая Россия» партин районсенчи (хуласенчи) приемнăйӗсенче тата Раççей юрисчӗсен Ассоциацийӗн Тутарстанри уйрăмӗсен тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗн центрӗсенче кунӗпех илме пулать. Элметпе Пӗкӗлме хулисенче тӳлевсӗр юридици пулăшăвне кунӗпех, Хусанта 09.00 -17.00 сехетчен, районсемпе хуласенче 08.00 -16.00 сехетчен...

Республикăра тӳлевсӗр пулăшăва РФ Президенчӗн Тутарстанри приемнăйӗнче, «Единая Россия» партин регионти председателӗн, ТР Обществăлла палатин, «Единая Россия» партин районсенчи (хуласенчи) приемнăйӗсенче тата Раççей юрисчӗсен Ассоциацийӗн Тутарстанри уйрăмӗсен тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗн центрӗсенче кунӗпех илме пулать. Элметпе Пӗкӗлме хулисенче тӳлевсӗр юридици пулăшăвне кунӗпех, Хусанта 09.00 -17.00 сехетчен, районсемпе хуласенче 08.00 -16.00 сехетчен параççӗ.

Хусанти приемнăйсен адресӗсем:

1. РФ Президенчӗн Тутарстанри приемнăйӗ - Хусан, Кремлевская урамӗ, 12/20-мӗш çурт; тел. 221-80-36

2. «Единая Россия» партин регионти председателӗн обществăлла приемнăйӗ - Хусан, К.Маркс урамӗ, 31/7-мӗш çурт (10.00 - 17.00 сехетсенче); тел. 238-10-00

3. ТР Обществăлла палати (Тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗн центрӗ) - Хусан, Батурин урамӗ, 7-мӗш çурт, 1-мӗш хут, 163-мӗш пӳлӗм; тел. 567-80-97

Ыйтусене ТР Юстици министерствин, ТР Прокуратурин, ТР Конституци сучӗн, РФ Юстици министерствин Тутарстанри управленийӗн Суд приставӗсен федераллă службин ертӳçисемпе специалисчӗсем, адвокатсемпе нотариуссем, Раççей Юристсен ассоциацийӗн пайташӗсем хуравлаççӗ, консультаци параççӗ.

Ыйтса пӗлмелли телефон: 89172400534

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев