Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

2017 – Вутлă Автан çулӗ

ЙӖКЕХӲРЕ (1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008) 2017 çул пуçлансанах Йӗкехӳресем питӗ хумханаççӗ, сăлтавне вара хăйсем те тупаймаççӗ. Вӗсене пурнăç çулӗн кашни тапхăрӗнче тӗрӗслевсем, чăрмавсем кӗтеççӗ, çавăнпа чăтăмлăха халех хăнăхăр. Çӗнӗ çулта çӗнӗлӗхсемпе улшăнусенчен пăрăнмалла. Мӗншӗн те­сен пӗчӗк çӗнӗлӗх те шăпана тӗпрен улăштарма пултарать. Йӗкехӳресен тӗп стратегийӗ - хальччен çирӗпленнӗ...

ЙӖКЕХӲРЕ (1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008)

2017 çул пуçлансанах Йӗкехӳресем питӗ хумханаççӗ, сăлтавне вара хăйсем те тупаймаççӗ. Вӗсене пурнăç çулӗн кашни тапхăрӗнче тӗрӗслевсем, чăрмавсем кӗтеççӗ, çавăнпа чăтăмлăха халех хăнăхăр. Çӗнӗ çулта çӗнӗлӗхсемпе улшăнусенчен пăрăнмалла. Мӗншӗн те­сен пӗчӗк çӗнӗлӗх те шăпана тӗпрен улăштарма пултарать. Йӗкехӳресен тӗп стратегийӗ - хальччен çирӗпленнӗ çы­хă­нусене тата çирӗплетесси. Ытти çулсенче мӗн тунине сыхласа хăвармал­ла. Юнашаррисене кăна мар, хăйсене те шеллемелле. Ытлашши ывăнса каяс мар тесен канса илме вӗренмелле. Вăрăм чӗлхеллисем аван мар лару-тăрăва лекме пултараççӗ. Хăвăра тыт­ма пӗлменни çемйӗрте кăна мар, ӗçре те япăх витӗм парать. Çавăнпа та юнашаррисемпе ӗçтешӗрсем патне тим­лӗрех пулăр. Ун чух вӗсем сирӗн сăмахăра ыттисене каласа памӗç. Енчен те ума лартнă тӗллев патне ăнтăлма пӗлсен 2017 çулта Йӗкехӳресен хуть мӗнле ӗçре те ăнать.

 

ВĂКĂР (1949, 1961, 1973, 1985, 1997, 2009)

2017 çулта Хӗвелтухăç гороскопӗн кашни паллин йывăрлăхсем пулаççӗ, çапах та Вăкăрсене тата пысăкрах тӗрӗслевсем кӗтеççӗ. Анчах тӗрӗслев­сем япăххисем кăна мар, лайăххисем те пулаççӗ. Çавăнпа та çакăн пек лару-тăрусенче лакса ларас мар тесен тепӗр юхăма куçма пӗлмелле. Вăкăрсем васкакансем мар, çапах та килес çул ăнăçу пултăр тесен васкамах тивет. Ан манăр, Вутлă Автан йывăр пуçарусенче пулăшать, мӗншӗн тесен энтузиазма, малалла талпăннине килӗштерет. Çуркунне варринче хăюллă ӗçе пуçăнса тӗрӗс тăватăр, сире ăнать. Вăкăрсен урăх çӗре (патшалăха) куçса каяс е авланас (качча каяс) килӗ. Мӗн шутлани йăлтах пурнăçланать.

 

ТИГР (1950, 1962, 1974, 1986, 1998, 2010)

Тигрсене 2017 çулта нихçанхинчен ăнать. Çак вăхăтра питӗ пӗлтерӗшлӗ пулăмсем пулса вӗсен пурнăçне лайăх енне улăштараççӗ. Çапах та ăнăçу пултăр тесен çанă тавăрса ӗçлемелле, алă усса ларма юрамасть. Çулталăк пуçлансанах хăвăр кама-тăр кирлине туйса илетӗр. Сирӗнпе пӗрле ӗçлес е канас текенсем нумайăн пулӗç. Çакă сире обществăра пӗлтерӗшлӗ вырăн йышăнма пулăшӗ. Çапах та астрологсем пурнăçăн пӗр-пӗр сферинче хăрушлăх пуррине те асăрхаттараççӗ, çавăнпа пӗр-пӗр ӗçе пуçа çухатса пуçăнма хушмаççӗ. Тигрсен хăйсен вăхăчӗпе тӗрӗс усă курма вӗренмелле, ун чух хăвăра та, юнашаррисене те сиен кӳмесӗрех мӗнпур çӗре ӗлкӗрме пултаратăр.

 

КУШАК е КРОЛИК (1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999, 2011)

Кроликшăн 2017 çул ăнăçлă тесе калаймăн. Çулталăк пуçланнă пӗрремӗш уйăхсенчех вӗсене наян пусать, ывăнса çитеççӗ. Хăш-пӗрин депресси те пуçланма пултарать. Çакă чăн малтан пурнăçра тӗллев çуккипе çыхăннă. Вăхăта пустуй ирттерни, вӗçӗмсӗр канни лару-тăрăва йывăрлатать кăна. Çын аталанмасть-тăк, вăл шăпа панă кунсене усăсăр ирттерет. Çапла майпа пурнăçăра лайăх енне улăштарас шанăçа çухатма пултаратăр. Кун пек ан пултăр тесен астрологсем çирӗп план туса унран çулталăк тăрш­шӗпех пӗр шит те чакма хушмаççӗ.

 

ДРАКОН (1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000, 2012)

Драконсене 2017 çулта питӗ интереслӗ пулăмсем кӗтеççӗ. Хальччен тӗл пулман япалашăнах пурнăç принци­пӗсенчен пă­рăнма та тивӗ. Çавăнпа Драконсем çемье валли нумайрах вă­хăт уйăракан ӗç суйласа илсен тӗлӗнмелле мар. Çуркунне çитсен сирӗн çӗнӗ юлташсем тупăнма пултараççӗ. Вӗсем çӗнӗ эмоци кăна мар, çӗнӗ чун киленӗвӗ те илсе килме пултараççӗ. Пурнăçа тӗпрен улăштаракан вăхăт - август. Кунта çиччӗ виç те пӗрре кас каларăша асра тытса пӗр-пӗр ӗç тăвиччен тăванăрсемпе канашласа пăхмалла. Çак тактикăна пăхăнсан пысăк йăнăш тăвасран сыхланатăр.

 

ÇӖЛЕН ( 1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001, 2013)

Çӗленсене 2017 çулта калама çук пысăк вăй кӗрсе каять тейӗн, мӗншӗн тесен вӗсен мӗн шутлани йăлтах пурнăçланать. Чунра ăнланмалла мар энерги вăранса пултарулăх хумӗсем тапса тăма тытăнаççӗ. Çуркунне çитсен хăйсем патне çӗнӗ юлташсем туртăнма тытăннине сиссе те юлаймаççӗ. Çӗленсем мода çӗнӗлӗхӗсене пропаганда ту­са çӗнӗ стильсене кăтартма тытăнаççӗ. Çулçӳреве каяс ӗмӗт кăна пурнăçланмасть. Пушă вăхăта офисра, ӗçтешӗсемпе пӗрле ирттереççӗ. Малтанласа çакă хăйсене те килӗшмӗ, анчах çулçӳревре пӗччен çӳренинчен ӗçре, ӗçтешсемпе пӗрле лайăхрах пулнине çур çултан ăнланатăр. Çӗленсен çак вăхăтра хăйсене мӗнпур пуçарура пулăшса пыракан çынни юнашар пулать.

 

ЛАША (1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002, 2014)

Çӗнӗ çулта ăнăçу пултăр тесе Лашасем хăйсен çепӗçлӗхӗпе, илемӗпе усă кураççӗ. Çапла майпа сисмесӗрех оптимистсем пулса тăраççӗ. Ку малашне уйрăлми туса çаврăнакан çынсемпе паллашма пулăшать. Çынсемпе çăмăллăнах

хутшăнасси - акă вӗсен тӗп фишки. Çавăнпа вӗсене хальччен юнашар та тăратма пулман çынсен - байкерсен, рокерсен, хипстерсен хушшинче курма пулать. Лашасенчен хăшӗ-пӗри шавлă мегаполиса хăварса яла пурăнма куçма та пултарать. Пӗр сăмахпа, Лашасем çывăх çыннисене çулталăк тăрш­шӗпех тӗлӗнтерме пăрахмаççӗ. Анчах ăнăçу вӗсен енче пуласси пурпӗр иккӗленӳллӗ.

 

КАЧАКА (1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003, 2015)

2017 çул пуçлансан Качакасем хăйсене ытларах шанма, йӳле яма тытăнаççӗ. Çакна пула нумай çитменлӗхсенчен хăтăлса илӗртӳллӗ пулаççӗ. Çакна юнашаррисем те асăрхаççӗ. Вӗсенче пултарулăх туртăмӗсем палăраççӗ. Наукăра, инноваци сферинче пысăк çитӗнӳсем тума, пӗр-пӗр прибор шутласа тупма та пултараççӗ.

Çавна кура вӗсем патне пулăшу ыйт­са килекенсем нумайланасса кӗтмелле. Çавăнпа вӗсем çулталăк тăршшӗпех кирлӗ çынсем пулаççӗ.

 

УПĂТЕ (1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004, 2016)

Упăтесен вăр-варлăхӗ йывăр чăрмавсене те çӗнтерме пулăшать. Вутпа выляма юратакан Упăтесене Автан кӳрентермест. 2017 çулта кăмăла хуçакан, кӳрентерекен лару-тăру нумай пулсан та Упăтесем хăнк та тумаççӗ, хăйсен шăпине алăра тытаççӗ. Ӗçрен кăларни те, юратнă çынни пăрахни те вӗсен оптимизмне пӗр чӗптӗм те чакармасть. Март уйăхӗ Упăтесен шухăшне лайăх енне улăштарать. «Вӗлерменни вăйлăрах кăна тăвать» текен вырăссен каларăшӗ шăпах вӗсем çинчен.

 

АВТАН (1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005)

Автансем тинех хăйсем темиçе çул утнă тӗллевӗ патне çитеççӗ. Çитӗнӳпе хăпартланни вăй хушать. Çавăнпа ума тата урăх тӗллевсем лартаççӗ те сыв­лăш çавăрса илмесӗрех пурнăçлама тытăнаççӗ. 2017 çул символӗ вӗсене пур енчен те пулăшса çӗнтерес шанăçа ӳстерет. Гармони хуçаланнипе хальччен палăрман талантсене уçать. Çак çул вӗсем хăйсен пурнăçне тӗпрен улăштарас теççӗ, вӗсене пур енчен те ăнать.

 

ЙЫТĂ (1946, 1958, 1970, 1982, 1994, 2006)

Йытăсене 2017 çулта тӗрлӗ тӗрӗслев кӗтет. Сисӗнмелле ăнăçу пултăр тесен вӗсем хăвăрт та сӗмсӗр хăтланмалла. Йытăсем вара яланхи пекех хăйсене çемçешке тытаççӗ, сăмаха тӳррӗн калаççӗ, тӳрӗ кăмăллă. Çак енсем лайăх-ха, анчах карьерăра пулăшас вырăнне чăрмантараççӗ кăна. Енчен те Йытăсем хăйсен тактикине улăштармасан, вӗсем малашне те хыçалти ретрех юлма пултараççӗ. Апла пулсан та Йытăсем хăйсен шанăçне алăран вӗçертмеççӗ. Мӗренлӗхне пăхмасăр хăйсен тӗллевӗ патне çирӗппӗн утаççӗ. Киле пăрахмаççӗ, çавăнпа çемьере нимӗнле йывăрлăх та пулмасть вӗсен. Йытăсене тăванӗсемпе юлташӗсем питӗ юратаççӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хуть хăçан та пулăшăва килме хатӗр. Хăйсем те шанчăклă туссемлӗ пулаççӗ.

 

СЫСНА (1947, 1959, 1971, 1983, 1995, 2007)

Сыснасемшӗн 2017 çул асра юлмалли çулталăк. Вӗсем çӗнӗ çула телейлӗ, хăйсене çирӗп шанса кӗреççӗ. Чăн та, хăш-пӗр çитӗнӗвӗсене ыттисем асăрхамасăрах юлаççӗ. Çакă вӗсене кӳрентермеллипех кӳрентерет. Сыснасем мӗн­ле те пулсан чапа тухма тăрăшаççӗ. Çакăншăн пухăннă укçи-тенкине те, вăй-халне те хӗрхенмеççӗ. Тăрăшни сая кайманнине курсанах лăпланаççӗ. Анчах чап патне çулӗ такăр мар вӗсен, усал шухăшлисем кураймасăр е ăмсанса ура хума хăтланаççӗ. Çапах та ӗçӗ ăнмӗ, Сыснасене хăй çулӗнчен никам та, нимӗн те пăраймасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев