Сувар

2019-мӗшӗ – Ял çулталăкӗ?

Федераци Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко 2019 çула Ял çулталăкӗ тесе йышăнма сӗннӗ. ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов та кунпа килӗшет. «Ял çулталăкӗн сӗнӗвне патшалăх пулăшăвӗпе те çирӗплетсе ял проблемисене татса пама пулăшсан, эпир савăннă кăна пулăттăмăр», - тенӗ вăл Арскра хӗрарăм-депутатсемпе тӗл пулсан. Матвинекăн сӗнӗвӗ «Милосердие - Мэрхемет»...

Федераци Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко 2019 çула Ял çулталăкӗ тесе йышăнма сӗннӗ. ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов та кунпа килӗшет. «Ял çулталăкӗн сӗнӗвне патшалăх пулăшăвӗпе те çирӗплетсе ял проблемисене татса пама пулăшсан, эпир савăннă кăна пулăттăмăр», - тенӗ вăл Арскра хӗрарăм-депутатсемпе тӗл пулсан. Матвинекăн сӗнӗвӗ «Милосердие - Мэрхемет» пӗрлешӗве те килӗшет. Ун ертӳçин Татьяна Ларионован шухăшӗпе, Ял çулталăкӗ ял пурнăçне мӗнпур енчен аталантарма пулăшӗ. Республикăн хӗрарăм-депутачӗсем ку сӗнӗве ырласа Федераллă законодательствăна чӗнӳ хатӗрлесшӗн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: