Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Шут 2:1. «ЧНКА» командăн тепӗр очко!

Тутарстанри «ЧНКА» футбол команди августăн 20-мӗшӗнче «Олимп» стадионра иртнӗ черетлӗ вăйăра та çӗнтерчӗ! Чăваш каччисем «Черный гриф» командăн хапхине икӗ хутчен гол кӗртрӗç. Çапла вара матч 2:1 шутпа вӗçленчӗ. Вăйă мӗнле иртни çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн эрнекун тухакан çӗнӗ номерӗнче вулама пултаратăр. Хусан çамрăкӗсем ку çӗнтерӗве ТР ЧНКА канашӗн председательне...

Тутарстанри «ЧНКА» футбол команди августăн 20-мӗшӗнче «Олимп» стадионра иртнӗ черетлӗ вăйăра та çӗнтерчӗ! Чăваш каччисем «Черный гриф» командăн хапхине икӗ хутчен гол кӗртрӗç. Çапла вара матч 2:1 шутпа вӗçленчӗ. Вăйă мӗнле иртни çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн эрнекун тухакан çӗнӗ номерӗнче вулама пултаратăр.

Хусан çамрăкӗсем ку çӗнтерӗве ТР ЧНКА канашӗн председательне Владимир Иванова халалларӗç. В.Ивановăн çав кун шăпах çуралнă кунӗччӗ. Вырăссем калашле, чăн-чăн арçынна чăн-чăн арçынла парне пулчӗ ку. Мӗнех калăн, маттур, пултараççӗ пирӗн футболистсем!

Çапах та савăнма иртерех-ха, Хусанта футбол сезонӗ малалла тăсăлать, тепӗр матч августăн 26-мӗшӗнче «Динамо» стадионра 20:00 сехетре пулать. Хальхинче «ЧНКА» команда «Метрополиспа» вăй виçет. Ăнăçу сире, каччăсем!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев