Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Абитуриент, ырантан эс студент!

Июлӗн 29-мӗшӗнчен Тутарстанри аслă шкулсем абитуриентсене пӗтӗмӗшле конкурспа вӗренме илме пуçлаççӗ. Чи малтан тӗллевлӗ направленипе килнисене списока кӗртеççӗ. Ку тӗлӗшпе ТР Вӗрентӳпе наука министерстви пӗрремӗш хушу кăларать. Августăн 3-мӗшӗнче тепӗр хушăва алă пусаççӗ. Унта квотăпа пăхăннă чухлӗ абитуриентсене, тӗрӗслевсӗр иртекеннисене, списока кӗртеççӗ. Пӗрремӗш тапхăрта тӳлевсӗр вырăнсен 80 проценчӗ чухлӗ илеççӗ....

Июлӗн 29-мӗшӗнчен Тутарстанри аслă шкулсем абитуриентсене пӗтӗмӗшле конкурспа вӗренме илме пуçлаççӗ. Чи малтан тӗллевлӗ направленипе килнисене списока кӗртеççӗ. Ку тӗлӗшпе ТР Вӗрентӳпе наука министерстви пӗрремӗш хушу кăларать.

Августăн 3-мӗшӗнче тепӗр хушăва алă пусаççӗ. Унта квотăпа пăхăннă чухлӗ абитуриентсене, тӗрӗслевсӗр иртекеннисене, списока кӗртеççӗ. Пӗрремӗш тапхăрта тӳлевсӗр вырăнсен 80 проценчӗ чухлӗ илеççӗ.

Августăн 8-мӗшӗнче хăйсене аслă шкула илме ирӗк пани çинчен заявлени çырнисене (урăхла каласан, документсен оригиналӗсене панисене) илеççӗ. Çапла вара конкурслă тӗп вырăнсене 100 проценчӗпех тултараççӗ.

Сăмах май, кăçал республикăри аслă шкулсенче тӳлевсӗр вырăнсем пурӗ 15 806, вӗсенчен 10 554-шӗ бакалавриат тата специалист программисене.

Кăçалхи студентсем, саламлатпăр! Хусана килекен чăваш хӗрӗсемпе каччисем, сире ТР ЧНКА çумӗни чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗ ( https://vk.com/tatarstanchuvash) хапăл туса кӗтет. Кунта эсир çӗнӗ туссемпе паллашатăр кăна мар, Хусанти чăваш çамрăкӗсен вӗресе тăракан пурнăçне те хутшăнатăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев