Сувар

Ачасене йăл-кулă парнеле

Инвалид ачасене, нумай ачаллă çемьесене, тăлăхсене пулăшакан «Пурте пӗрле» ыркăмăллăх фончӗ «Подари улыбку детям» фестиваль ирттерме хатӗрленет. Çак фонда инвалидсем хăйсем йӗркеленӗ. Майăн 18-мӗшӗнче «На равных» ятлă ачасен вокал конкурсӗ иртӗ. Унта сусăр ачасем тата юрлама юратакан сывă ачасем хутшăнӗç. Финалистсене палăртнă чухне жюри кам юрланине курмасть, çавăнпа та сасă...

Инвалид ачасене, нумай ачаллă çемьесене, тăлăхсене пулăшакан «Пурте пӗрле» ыркăмăллăх фончӗ «Подари улыбку детям» фестиваль ирттерме хатӗрленет. Çак фонда инвалидсем хăйсем йӗркеленӗ.

Майăн 18-мӗшӗнче «На равных» ятлă ачасен вокал конкурсӗ иртӗ. Унта сусăр ачасем тата юрлама юратакан сывă ачасем хутшăнӗç. Финалистсене палăртнă чухне жюри кам юрланине курмасть, çавăнпа та сасă илемне кура кăна хаклӗç ачасен пултарулăхне.

Майăн 19-мӗшӗнче «Подари улыбку детям» ача-пăча уявӗ иртет. Вăл Хусан çывăхӗнчи Отарынче Матюшинская урамӗнчи 57-мӗш çурт çумӗнче иртӗ. Çак уява ача çурчӗсен, интернатсен, коррекци шкулӗсен, реабилитаци центрӗсен воспитанникӗсене чӗнеççӗ. Хулари пултарулăх ушкăнӗсем пысăк концерт кăтартӗç. Аква-гримм, аниматорсем, конкурссем, батут тата ытти аттракцион пулăшӗç савăнма.

Фестиваль пынă хушăра пуçтарнă укçа-тенке ăна йӗркелекенсем йăлтах сусăр ачасене адреслă пулăшу панă çӗре ярӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: