Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

AgroSkills чемпионатра иккӗмӗш

Тури Услонри зверосовхозăн выльăх тухтăрӗ Ренат Пирогов AgroSkills ял хуçалăх чемпионачӗн «Ветеринари» компетенцийӗпе Ставропольте иртнӗ тапхăрӗнче иккӗмӗш вырăн йышăннине хыпарлать ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринарин тӗп управленийӗн пресс-служби. Конкурсантсем ял хуçалăх выльăхӗсен сывлăхне тӗрӗсленисӗр пуçне микробиологи тӗрӗслевӗпе пӗчӗк операцисем таранах тунă. Вӗсен ăсталăхне вара 30 эксперт тӗрӗслесе хакланă. Ставрополь AgroSkills...

Тури Услонри зверосовхозăн выльăх тухтăрӗ Ренат Пирогов AgroSkills ял хуçалăх чемпионачӗн «Ветеринари» компетенцийӗпе Ставропольте иртнӗ тапхăрӗнче иккӗмӗш вырăн йышăннине хыпарлать ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринарин тӗп управленийӗн пресс-служби. Конкурсантсем ял хуçалăх выльăхӗсен сывлăхне тӗрӗсленисӗр пуçне микробиологи тӗрӗслевӗпе пӗчӗк операцисем таранах тунă. Вӗсен ăсталăхне вара 30 эксперт тӗрӗслесе хакланă.

Ставрополь AgroSkills отрасль чемпионачӗ иртнӗ иккӗмӗш площадка пулнă, виççӗмӗш тапхăрӗ ноябрӗн 15-19-мӗшӗсенче Ӗпхӳри патшалăх аграри университечӗн никӗсӗнче иртет. Хальхинче «Ял хуçалăх техникине эксплуатацилесси» компетенцире механизаторсем ăмăртӗç. Çамрăк механизатор-ентешсене ăнăçу сунатпăр. (Сăнӳкерчӗк ТР МК ВТУ пресс-службин).



Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев