Акăш кӳлли типмест, мӗншӗн тесен типме памаççӗ
Çакăн пек хитре ят панă Хусан хăнисене вăрман варринче кӗтсе илекен хитре кӳлле. Чăн та, юлашки вăхăтра вăл кӳлле мар, ытларах лупашкана кăна аса илтеретчӗ. Халăх каланă тăрăх, тепӗр темиçе çухрăмра хăйăр илекен карьера шыв тарнипе типсе пырать-мӗн вăл. Паллах, Акăш кӳллине типме памӗç. Çак тӗллевпе кунта кăçал экореабилитаци ӗçӗсем...
Çакăн пек хитре ят панă Хусан хăнисене вăрман варринче кӗтсе илекен хитре кӳлле. Чăн та, юлашки вăхăтра вăл кӳлле мар, ытларах лупашкана кăна аса илтеретчӗ. Халăх каланă тăрăх, тепӗр темиçе çухрăмра хăйăр илекен карьера шыв тарнипе типсе пырать-мӗн вăл.
Паллах, Акăш кӳллине типме памӗç. Çак тӗллевпе кунта кăçал экореабилитаци ӗçӗсем ирттерсе 1,5 çухрăм пăрăх тăснă. Планра палăртнă пекех, хӗл лариччен вӗçлерӗç ăна. Паян Изумрудное кӳлӗрен (халăхра кӗскен Карьер) шыв уçлама пуçлас церемоние ТР Премьер-министрӗ А. Песошин, ТР Президенчӗн пулăшуçи Н.Фишман, Хусан мэрӗ И.Метшин, «Татмелиораци» УАО генеральнăй директорӗ А.Зарипов хутшăнчӗç.
Виçӗ кӳлӗрен (Аслă, Кӗçӗн тата Вăтам) тăракан Акăш кӳллине шывпа тултарас тесен 160 кВт хăватлă насус 120 кун талăкӗпех ӗçлемелле. Насус станцине тӗпрен юсама - 22 миллион, пӗтӗмӗшле экореабилитаци ирттерме 250 миллион тенкӗ тăкакланă. Паллах, кӳлле шыв тултарни вăл çур ӗç кăна-ха, малалла ун таврашне хăтлăх кӗртмелле, Н.Фишман команди унăн проектне хатӗрленӗ те ӗнтӗ, ӗçе кăна пуçăнмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
5 июля 2022 - 15:44Аксури Уяв яланхи пекех чаплă иртрӗ Июлӗн 2-мӗшӗнче Аксури тӗп майданра районти Уяв иртрӗ. 10 сехетре пуçланчӗ мероприяти, халăх вара самай маларах пуçтарăнма пуçларӗ праçник иртекен вырăна. Курмалли, паллашмалли кăçал та пайтахчӗ – чăваш йăли-йӗркине, пурнăçне, ӗçне-хӗлне кăтартакан кил-çуртсене хатӗрлес ӗçе районти кашни ял хутлăхӗ хутшăннă.14001
-
5 июля 2022 - 10:22Теччӗ районӗнчи Кильдюшевăра мăкшăсен «Валда Шинясь» уявӗ иртрӗ Çуллахи кун таврăннипе çыхăннă йăласем çутçанталăк тӗнне ӗненнӗ халăхсен кашнин пур (халь христиан, мăсăльман тӗнне ӗненекенсемшӗн ку мăн аслашшӗсене сума суса уяв ирттерни ӗнтӗ). Июнӗн 25-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Кильдюшево ялӗнче иртнӗ «Валда шинясь» пирки те çакнах каламалла.12000
-
5 июля 2022 - 09:19Наркăмăш сутакансем çамрăксене тӗллеççӗ Синтетикăлла хутăшсемлӗ наркотиксене çăмăл теççӗ, анчах та ку тӗрӗс мар10300
-
7 июня 2022 - 17:22Профилактика
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
10 июня 2022 - 09:40Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗПăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ те унта пурăнакан Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ.73100
-
3 июня 2022 - 12:21Хисеплӗ Дмитрий Анатольевич, эпир сире республикăра пурăнакан мӗнпур чăваш ятӗнчен çуралнă кунпа саламласа ăнăçу сунатпăрИюнӗн 3-мӗшӗнче хисеплӗ çыннăмăр, чăваш халăхӗн сумлă та пултаруллă ывăлӗ, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗ, Хусанти çу комбиначӗн генеральнăй директорӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Анатольевич САМАРЕНКИН çуралнă кунне паллă тăвать.92500
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!132700
-
5 июля 2022 - 06:00Уяв лапамне васкаса хӑт кӗртеҫҫӗ Ханасем нумай килнӗрен праҫник пуҫланас вӑхӑта та пӗр сехет маларах куҫарнӑ. Ҫавӑнпа та ытти регионсенчен, Тутарстанри районсенчен килекен хӑнасене Сиктӗрме-Хусанкая маларах ҫитме ыйтатпӑр. Фольклор ушкăнӗсен ирхине 8-чченех çитме тăрăшмалла.30001
-
3 июля 2022 - 11:19Çамрăксем нумайччӗ ялта ун чух... Зиновий Петрович Морозкин пысăк стажлă культура ӗçченӗ. Вăхăтӗнче Чăваш Чакăлтăм клубӗн ертӳçи, район Ӗçтăвкомӗн культура уйрăмӗн инспекторӗ, Аслă Тарханпуç Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи, Пăхăрçă клубӗн ертӳçи пулнă. «Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчен пуçланă хамăн ӗç çулне, Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчех вӗçлерӗм», – шӳтлет вăл хăй кун пирки.28300
-
3 июля 2022 - 10:12Кунта телефонра ларма вăхăт çук Хальхи саманара кашнин аллинче мобильлӗ телефон пур. Çакă пӗр енчен питӗ аван – пур ӗçе те ниçта та каймасăрах татса пама май парать смартфон. Тӗрлӗ ӗç тума пӗрлешнӗ çынсем час кăна Ватсап мессенджерта ушкăн йӗркелеççӗ, кирлӗ ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Лагере çӳрекен ачасен ашшӗ-амăшӗсем валли те çапла ушкăн уçрăмăр Ватсапра. Кунсерен ачасем мӗнле каннине сăн ӳкерсе çавăнта вырнаçтартăмăр. Ашшӗ-амăшӗсем питӗ кăмăллă пулчӗç, лагерь пуçлăхӗпе воспитательсене нумай тав сăмахӗ каларӗç. Ачасем хăйсем тата еплерех хавасчӗ! Эппин канăва тӗрӗс йӗркеленӗ шкул çумӗнчи лагерьте – ку чи пӗлтерӗшли.26300
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика