Сувар

Алексей Шадриков Хусанта çӗнӗ юррисене юрлӗ

Пӗтӗмтӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн Хусанта иртекен уяв концертӗнче Вячеслав Христофоровпа пӗрле сцена çинчен хӗрарăмсене Алексей Шадриков та саламлӗ. Ăна пӗлтӗр Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗн ятне панине пӗлекен сахал пулӗ. Çав вăхăтра А.Шадриков хăйӗн тава тивӗçлӗ ӗçӗсемпе çак ята тивӗç тесе калас килет. Унăн пӗр уйрăмлăхӗ пур. Чăваш эстрадинчи...

Пӗтӗмтӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн Хусанта иртекен уяв концертӗнче Вячеслав Христофоровпа пӗрле сцена çинчен хӗрарăмсене Алексей Шадриков та саламлӗ. Ăна пӗлтӗр Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗн ятне панине пӗлекен сахал пулӗ. Çав вăхăтра А.Шадриков хăйӗн тава тивӗçлӗ ӗçӗсемпе çак ята тивӗç тесе калас килет. Унăн пӗр уйрăмлăхӗ пур.
Чăваш эстрадинчи сахал юрăç ыр кăмăллăх акцийӗсене тӳлевсӗр хутшăнать. Алексей вара, вăхăчӗ пулсан, вӗсене пӗрне те сиктермест. Халăх юратакан юрăç кашни çул репертуране улăштарса тăни пирки те каламалла. Экспериментсем тума та хăрамасть. Шупашкарти артистсенчен пӗрремӗш пулса икӗ çул каялла вăл концерт вăхăтӗнче чӗрӗ ансамбле кӗвӗ калаттарса юрланăччӗ. Хăйӗн çӗнӗ юррисемпе мартăн 5-мӗшӗнче «Ак барс» çамрăксен центрӗнче 18.30 минутра паллаштарма тытăнӗ.

Реклама

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: