Сувар

Амăш капиталне 2021 çул вӗçӗччен параççӗ

Иккӗмӗш е ыталарах ача çуратнăшăн е усрава илнӗшӗн парăнакан Амăш капиталне 2021 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен тăснă. Амăш капиталӗпе усă курас енӗпе те улшăну пур: - Тупăшӗ пурăнмалли минимумран сахал çемье ачи çулталăк çурă тултариччен амăш капиталӗнчен уйăхсерен укçа илме пултарать. - Амăш капиталне ача икӗ уйăх тултарсанах ача сачӗшӗн тӳлеме...

Иккӗмӗш е ыталарах ача çуратнăшăн е усрава илнӗшӗн парăнакан Амăш капиталне 2021 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен тăснă.

Амăш капиталӗпе усă курас енӗпе те улшăну пур:

- Тупăшӗ пурăнмалли минимумран сахал çемье ачи çулталăк çурă тултариччен амăш капиталӗнчен уйăхсерен укçа илме пултарать.

- Амăш капиталне ача икӗ уйăх тултарсанах ача сачӗшӗн тӳлеме усă курма юрать.

2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен виççӗмӗш ачана çуратнăшăн пурăнмалли минимум чухлӗ уйăхсерен пособи паракан (ача 3 çула çитиччен) регионсен шучӗ ӳсет. Хальччен вӗсем 50 регион пулнă пулсан, çитес çултан 60. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: