Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Аннесене саламларӗç

Иртнӗ вырсарникун Хусанти халăхсен Туслăх Çуртӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ Аннесен кунне халалланă концерт лартрӗ. Ăна вăл çулсерен йӗркелесе ирттерет. Çак уява, тӗрӗссипе, ноябрь уйăхӗн юлашки вырсарникунӗнче палăртаççӗ. Ăна çемьепе ирттерме кăмăл тунипе Туслăх Çуртӗнче вăл кăшт маларах пулчӗ. Кăçалхи концерта Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн 10 яхăн уйрăмӗ хутшăнчӗ. Çавсен...

Иртнӗ вырсарникун Хусанти халăхсен Туслăх Çуртӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ Аннесен кунне халалланă концерт лартрӗ. Ăна вăл çулсерен йӗркелесе ирттерет. Çак уява, тӗрӗссипе, ноябрь уйăхӗн юлашки вырсарникунӗнче палăртаççӗ. Ăна çемьепе ирттерме кăмăл тунипе Туслăх Çуртӗнче вăл кăшт маларах пулчӗ.

Кăçалхи концерта Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн 10 яхăн уйрăмӗ хутшăнчӗ. Çавсен шутӗнче: чăвашсем, вырăссем, тутарсем, пушкăртсем, армянсем, грузинсем, арабсемпе бурятсем. Пурте аннесене халалласа сăвăсем каларӗç, юрларӗç, ташларӗç. Унсăр пуçне хăнана чӗннӗ ашшӗ-амăшӗ валли кучченеçсемпе кӗреке сӗтелӗ хатӗрленӗччӗ. Чăвашсем хальхинче те чи пултаруллисен шутӗнче пулчӗç. Сильвия Чаркина ертсе пыракан чăваш уйрăмӗн ачисем питӗ лайăх хатӗрленнӗ, концерта 2 çулти шăпăрлансенчен пуçласа 18 çулти хӗрупраçсем таранах хутшăнчӗç. Богдан Григорьевпа Амалия Мубаракшина ташлани вара концерта çӳллӗ шая çӗклерӗ. Вӗсем нумай пулмасть кăна Мускавра иртнӗ ташă спорчӗн федерацийӗн «Сюрприз» конкурсӗнчен 1-мӗш вырăн илсе таврăннă. Богданпа Амалия 5 çулта чухне ташлама пуçланă, халӗ вӗсем 8-та кăна-ха, анчах кӗске хушăрах профессионал шайне çитме пултарнă. Концерта хутшăннă кашни ачана тав тăвас килет, вӗсем тăван чӗлхепе сăвă каласа юрлани амăшӗсемшӗн чăннипех те пысăк парне пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев