Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Аракчинора стройка пуҫланать

Республика территорийӗнче регистрациленнӗ банксенчен е ытти финанс организацийӗсенчен тата шанчăксăр застройщиксенчен шар курнисене пулăшас тӗллевпе ТР Президенчӗн Р. Миннихановăн указӗпе кăçал май уйăхӗн 29-мӗшӗнче Республикăн пулăшу фондне йӗркеленӗ. Шар курнисене тавăрса памашкăн укçа ӗçлесе илме фонда Хусанти Аракчинори 759,2 гектар çӗр лаптăкне панă. ТР Правительствин йышăнăвӗпе, Аракчинори çӗр лаптăкне инфраструктурăпа...

Республика территорийӗнче регистрациленнӗ банксенчен е ытти финанс организацийӗсенчен тата шанчăксăр застройщиксенчен шар курнисене пулăшас тӗллевпе ТР Президенчӗн Р. Миннихановăн указӗпе кăçал май уйăхӗн 29-мӗшӗнче Республикăн пулăшу фондне йӗркеленӗ. Шар курнисене тавăрса памашкăн укçа ӗçлесе илме фонда Хусанти Аракчинори 759,2 гектар çӗр лаптăкне панă.

ТР Правительствин йышăнăвӗпе, Аракчинори çӗр лаптăкне инфраструктурăпа тивӗçтерме энергетика тата строительство предприятийӗсене явăçтараççӗ. Çак ыйтупа июнӗн 19-мӗшӗнче ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствисен, строительство тата проект компанийӗсемпе организацийӗсен представителӗсемпе лару иртнӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Асăннă компанисен пурин те çакăн пек проектпа ӗçлеме опычӗ пур-мӗн.

Ларура территорин строительствин чи лайăх финанспа экономика модельне йӗркелемелли ҫинчен калаҫнӑ. Экспертсем моделе рынока, проектăн срокне, стройка хула аталанăвӗпе килӗшсе тăмаллине тата ыттине шута илсе йӗркелеме сӗнеççӗ. Тепӗр анлă лару июнӗн 24-мӗшӗнче иртет.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев