Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Арскра çӗрулми завочӗ уçасшăн

Республика çулсерен çӗрулми сахал мар ӳстерет, çак ӗçпе пысăк хуçалăхсем те, харпăр хуçалăхсем те ӗмӗртен ӗçлетпӗр. Апла пулин те тымарçимӗçе тирпейлекен завод халӗ те хамăрăн çук. ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби Тутарстан ку енӗпе ӗçлеме пуçлани пирки пӗлтерет. Темиçе кун каялла аграри министерствинче ТР ял хуçалăх министрӗ М.Ахметов Арск...

Республика çулсерен çӗрулми сахал мар ӳстерет, çак ӗçпе пысăк хуçалăхсем те, харпăр хуçалăхсем те ӗмӗртен ӗçлетпӗр. Апла пулин те тымарçимӗçе тирпейлекен завод халӗ те хамăрăн çук. ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби Тутарстан ку енӗпе ӗçлеме пуçлани пирки пӗлтерет. Темиçе кун каялла аграри министерствинче ТР ял хуçалăх министрӗ М.Ахметов Арск районӗнче çӗрулми заводне уçас ыйтăва «Маккейн» компанин представителӗсемпе сӳтсе явнă. Çаплах ларура «РАЦИН» ПУП генеральный директорӗ Асхат Шарапов, Арск муниципаллă район ертӳçи Ильшат Нуриев, «Сервис-Агро» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй диркторӗ Габделхай Каримов тата ыттсем хутшăннă.

Марат Ахметов сăмахӗсемпе, Тутарстан ку проектпа ӗçлеме хатӗр. Çавăнпа компание, енчен те вăл завод тума килӗшсен, тӗрлӗ пулăшу та парӗç. «Маккейн» компанин ял хуçалăх енӗпе вице-президенчӗ Филипп Тери Тутарстан потенциалне шанать, маларах вӗсем çӗрулми туса илекен чи пысăк хуçалăхра, Арск районӗнчи «Крырлайра», пулса курнă. ‎Çапах та ку проект пирки компанин ертӳçисем кăна татăклăн хурав пама пултараççӗ-мӗн. Енчен те компани Тутарстанра çӗрулми тирпейлекен завод уçма килӗшсен, ыйтăва малалла ТР Президенчӗпе Рустам Миннихановпа сӳтсе явӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев