Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ăса кӗменнисене те çăлмаллах

Хӗртсе хӗвел пăхать, васкаса юр ирӗлет. Пулăçсемшӗн çакă ниме те пӗлтермест пулмала. Вӗсем кӳлӗ е юханшыв варринчи çӳхе пăр çинех тухса лараççӗ.Чун киленӗвӗ хыççăн кайса пурнăçран уйрăлакансем те сахал мар. Ку та ниме те вӗрентмест вӗсене. Паллах, мораль вуланипех ăса кӗртме çук, хăрушлăхра-тăк - çăлмаллах.ТР МЧС çуллен пулăçсем пухăнакан вырăнсенче...

Хӗртсе хӗвел пăхать, васкаса юр ирӗлет. Пулăçсемшӗн çакă ниме те пӗлтермест пулмала. Вӗсем кӳлӗ е юханшыв варринчи çӳхе пăр çинех тухса лараççӗ.Чун киленӗвӗ хыççăн кайса пурнăçран уйрăлакансем те сахал мар. Ку та ниме те вӗрентмест вӗсене. Паллах, мораль вуланипех ăса кӗртме çук, хăрушлăхра-тăк - çăлмаллах.ТР МЧС çуллен пулăçсем пухăнакан вырăнсенче çăлавçăсен посчӗсене йӗркелет. Тутарстанра вӗсемпысăк юханшывсен акваторийӗсенче кăçал апрелӗн 6-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Çăлавçăсен оперативлă ушкăнӗсем талăкӗпех хуралта тăраççӗ. Вӗсене çынсене çăлмалли мӗнпур хатӗрпе тивӗçтернӗ.

Пăр ирӗлнӗ вăхăтра МЧС авиаци звенин летчикӗсем те талăкӗпех дежурство режимне куçаççӗ. Кунсăр пуçне муниципаллă районсенчи вӗрентӳ учрежденийӗсенче çурхи шыв вăхăтӗнче инкеке лекесрен профилактика ирттереççӗ. Çак ӗçе вырăнсенчи пушарпа çăлав гарнизонӗсем, ГИМС инспекторӗсемпе штатра тăман çăлавçăсем туса пыраççӗ. (Сăнӳкерчӗк ТР МЧС сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев