Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ăсатма ан васкăр

Иртнӗ суйлавра Марат Ахметова «Единая Россия» кандидачӗсен списокӗнпе Патшалăх Думин депутатне суйланăччӗ. ТР Премьер-министрӗн çумӗ - ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ депутат мандатне йышăнма килӗшменни çинчен пӗлтернӗ. «Эпӗ - Пӗтӗмраççейри политика партийӗн «Единая Россиян» пайташӗ, май уйăхӗнче суйлав умӗнхи праймериза хутшăнтăм. Унта хутшăнакакн суйлакансем мана пысăк тимлӗх уйăрнипе ман кандидатурăна Патшалăх...

Иртнӗ суйлавра Марат Ахметова «Единая Россия» кандидачӗсен списокӗнпе Патшалăх Думин депутатне суйланăччӗ. ТР Премьер-министрӗн çумӗ - ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ депутат мандатне йышăнма килӗшменни çинчен пӗлтернӗ.

«Эпӗ - Пӗтӗмраççейри политика партийӗн «Единая Россиян» пайташӗ, май уйăхӗнче суйлав умӗнхи праймериза хутшăнтăм. Унта хутшăнакакн суйлакансем мана пысăк тимлӗх уйăрнипе ман кандидатурăна Патшалăх Думин VII пухăвне «Единая Россияран» суйланма тăратнăччӗ те. Пирӗн регионри списока республика Президенчӗ Рустам Минниханов ертсе пычӗ. «Единая Россия» нумай сасăсем пухрӗ. Эпӗ спсиокра иккӗмӗш пынăран, манăн Патшалăх Думин депутачӗ пулса тăма май пурччӗ. Тутарстан Президенчӗпе Рустам Нургалиевич Миннихановпа манăн малашнехи ӗç-хӗле сӳтсе явнă вăхăтра эпӗ малалла республикăн ял хуçалăх министрӗнче ӗçлесен тӗрӗсрех пулать тесе йышăну турăмăр, - ăнлантарнă Марат Ахметов журналистсене. - Ял хуçалăхӗнче йывăрлăхсем хуть те хăçан та нумай пулсан та, Тутарстанăн агропромӗ Раççей Федерацийӗнче малта пыракансенчен пӗри. Пирӗн çывăх çулсенче пурнăçа кӗртмелли пысăк проектсем нумай, çавăнпа та Президент шанăçне тӳрре кăларма тăрăшăпăр. Эпӗ хам çак шанăçа питӗ пысăка хурса хаклатăп.»

Рустам Минниханов та суйлав вăхăтӗнче «Единая Россиян» Тутарстанри списокӗнчеччӗ. Ун вырăнне тата Марат Ахметов вырăнне Патшалăх Думине спортсменсем кайӗç - Ирек Зиннуров тата Ольга Павлова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев