Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Аслатиллӗ çумăр, çиçӗм, çил...

(Константин Малышев).Сентябрӗн 3-мӗшӗ Хусанта çумăрлă çанталăкпа палăрчӗ. Вăл комбайнерсемпе çӗрулми кăларакансен планӗсене улăштарма кăна мар, футболистсен тӗллевӗсене те пăсрӗ. 18.30 сехетре шӗкӗр хулари «Динамо» стадионра «Казань-2» тата «ЧНКА» командисем тӗл пулчӗç. Хирӗçтăру пӗр ушкăншăн та çăмăл иртмерӗ. Мӗншӗн тесен вӗсен иккӗшӗн те выляс ăсталăх шайӗпе тактики пӗрешкелтерех. Çакă вăййăн малтанхи...

(Константин Малышев).Сентябрӗн 3-мӗшӗ Хусанта çумăрлă çанталăкпа палăрчӗ. Вăл комбайнерсемпе çӗрулми кăларакансен планӗсене улăштарма кăна мар, футболистсен тӗллевӗсене те пăсрӗ. 18.30 сехетре шӗкӗр хулари «Динамо» стадионра «Казань-2» тата «ЧНКА» командисем тӗл пулчӗç. Хирӗçтăру пӗр ушкăншăн та çăмăл иртмерӗ. Мӗншӗн тесен вӗсен иккӗшӗн те выляс ăсталăх шайӗпе тактики пӗрешкелтерех.

Çакă вăййăн малтанхи саманчӗсенчех палăра пуçларӗ. «Казань-2» Хӳтӗлевпе тапăнăва 4-шар вылякан тăратрӗ. «ЧНКА», хирӗç вылякансен унчченхи вăййисем пысăк шутпа вӗçленнине кура, çурма хӳтӗлевпе хӳтӗлеве вăйлăрах тума тăрăшрӗ. Тапăнура 2 футболист кăна. Пирӗн Егоровпа Михайловăн «Казань-2» хӳтӗлекенӗсенчен иртме шанăç сахалччӗ. Икӗ вăйăра тăтăш сарă карточкăсем илнӗ çӳллӗ пӳ-силӗ тапăнакан Сунейкин ку матча хутшăнманни те, тепӗр тапăнакан Гудков пӗрремӗш тайм пуçламăшӗнчех травма илни те вăйăра сисӗнчӗ.

Пӗрремӗш таймра çумăр татăклăн çукласа кăна аптăратрӗ пулсан, иккӗмӗшӗнче футболистсен шыв лупашкисем тăрăх чупса çӳреме тиврӗ. Çуллахи çумăр иртсе кайсан йӗпе курăк тăрăх çарран чаплаттарса чупнине нумайăшӗ астăваççӗ пулӗ. Иккӗмӗш тайм шăпах çак ӳкерчӗке аса илтерчӗ те, асамат кӗперӗ кăна çукчӗ. Ун вырăнне аслати авăтать, çиçӗм çиçет, çапса çумăр çăвать. Кун пек çанталăкра лайăх хуçа йыттине те урама кăлармасть, теççӗ вырăсем, пирӗн вара футбол вылямалла. Вăл кăна та мар, гол кӗртмелле. Питӗ кирлӗччӗ «ЧНКА» командине çак кун çӗнтерӳ, «Казань-2» команда та вылясшăн. Çавăнпа та судья çанталăка пула матча вӗçлеме тытăнсан та вылякансем хирӗçлесе матча выляса пӗтерме май пама ыйтрӗç. Орбитр килӗшрӗ.
Площадка çийӗн майӗпен шыв кӳлленчӗкӗсем йӗркеленме пуçларӗç. Мечӗке газон тăрăх инçе тапса яма çук, шыв чарать. Тапăну йӗркелеме те хӗн, хӳтӗленсе те инçете тапса яраймастăн. Мечӗк йӗпе, шăвать. Голкиперсем хумханмасăр мар, паллах. Ăнсăртран тапнă мечӗк те хапхана шуса кӗрсе кайма пултарать, вăйлă çил те мечӗк вӗçевӗн траекторине улăштарать. «ЧНКА» атакисене чама хăтланса «Казань-2» футболисчӗсем Исхаковпа Марданов пӗрер сарă карточка илчӗç.

Шӗлкӗм-йӗпе пулса çитнӗ футболистсем çав-çавах гол кӗртме тăрăшрӗç. Çумăр айӗн шыв çинчен чупма çăмăл мар, ывăнтарать, анчах меллӗ самантсем пулчӗç пулин те, «ЧНКА» та, «Казань-2» та çӗнтереймерӗç çак кун. Вăйă 0:0 шутпа вӗçленчӗ.

Хальлӗхе пирӗннисем турнир таблицинче 4-мӗш вырăнта. Тепӗр вăйă сентябрӗн 9-мӗшӗнче «Динамо» стадионрах 20.00 сехетре «Спортсмен-2» командăпа пулать. «Инстаграмра» тӳрӗ интернет-трансляцисем илсе пырăнаççӗ.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев