Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ăсран тайăлнă çынна кам çӗçӗ парать?

Августăн 26-мӗшӗнче Хусанти М.Чуйков урамӗнче 30-ти арçын 21 çулти сутуçă-хӗре çӗçӗпе чикнӗ. Сурансене пула хӗр вырăнтах вилсе кайнă. Следствирен курăннă тăрăх, арçын ятарлă учрежденире сипленет, анчах трагеди умӗн ăна амăшӗ çуралнă кунне паллă тума киле илсе килнӗ пулнă. Арçын авустăн 26-мӗшӗнче лавккана хырăнмалли крем туянма кӗнӗ, анчах çумӗнче укçи пулман....

Августăн 26-мӗшӗнче Хусанти М.Чуйков урамӗнче 30-ти арçын 21 çулти сутуçă-хӗре çӗçӗпе чикнӗ. Сурансене пула хӗр вырăнтах вилсе кайнă. Следствирен курăннă тăрăх, арçын ятарлă учрежденире сипленет, анчах трагеди умӗн ăна амăшӗ çуралнă кунне паллă тума киле илсе килнӗ пулнă. Арçын авустăн 26-мӗшӗнче лавккана хырăнмалли крем туянма кӗнӗ, анчах çумӗнче укçи пулман. Кун хыççăн вăл лавккана тата темиçе хут та килсе кайнă. Мӗнпе пулăшмаллине ыйтсан вăл сутуçă-хӗре çӗçӗпе чикнӗ. Арçынна çийӗнчех арестленӗ, стационара писихологипе медицина экспертизине иртме янă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев