Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ăста алăра хăрăк турат та чӗрӗлет

Эпир пурте юмахри Буратинăна пӗлетпӗр. Папа Карло ăна юрăхлă пуленккеренех ăсталаман пулӗ. Пăрахма шел тесе хăварнă та туратлăскере - пукане касса кăларнă. Республикăра пурăнакнсене çутçанталăк ресурсӗсене перекетлеме сӗнеççӗ экологсем, тӗрлӗ меслетсем шутласа тупаççӗ. Вӗсем журналистсене çанталăк синкерӗсем, урнă çилсем хыççăн хуçăлса юлнă е типсе хăрма пуçланă йывăç турачӗсене еплерех ӗçе...

Эпир пурте юмахри Буратинăна пӗлетпӗр. Папа Карло ăна юрăхлă пуленккеренех ăсталаман пулӗ. Пăрахма шел тесе хăварнă та туратлăскере - пукане касса кăларнă.

Республикăра пурăнакнсене çутçанталăк ресурсӗсене перекетлеме сӗнеççӗ экологсем, тӗрлӗ меслетсем шутласа тупаççӗ. Вӗсем журналистсене çанталăк синкерӗсем, урнă çилсем хыççăн хуçăлса юлнă е типсе хăрма пуçланă йывăç турачӗсене еплерех ӗçе кӗртмеллине кăтартрӗç.

Августăн 1-мӗшӗнчен ТР Экологи тата çутçанталăк ресурсӗсен министерстви çӗнӗ проект пуçларӗ. Унăн ячӗ «Зеленая переработка». Çак проект шайӗнче иртекен пӗрремӗш акци - «Йывăç экологийӗ». Хулари типнӗ е хуçăлса аннă йывăçсене ытларах чухне çӳп-çап свалкине ăсатаççӗ. Экологсем вара вӗсенчен мӗнле-тӗр усăллă япала туса усă курма сӗнеççӗ, тӗслӗхрен, килте кирлӗ хатӗрсем.
Ялта пулсан типнӗ йывăçăн тӳрӗ туратӗнчен - сенӗк, курпунлинчен пуртă аври тума пулатчӗ, анчах та хулара ытлашши мӗнех ăслайăн? Хусанта йывăç-пукана реставрацилекен Сергей Загнойко ав, çурта тыткăчӗсем (подсвечники) тăвать иккен вӗсенчен. Çак ансат хатӗрсене вăл хăйӗн клиенчӗсене парнелесе чапа тухнă. Çурта тӗпӗсене тума çăмăл, вӗсене кашниех ăсталаять. Çав вăхăтра çак ӗç свалкăна каймалли йывăç тураттине иккӗмӗш пурнăç парса маçтăра пысăках мар пулин те, çав- çавах тупăш кӳрет.

Çавăнпа та çакнашкал юрăхсăр йывăç касăкӗсенчен тата мӗн тума пулнине питӗ пӗлесшӗн экологсем. Республикăри Экологи министерстви Хусанта тата районсенче пурăнакансенчен интереслӗ идейăсем кӗтет. Вӗсене ekolog-tat@yandex.ru электронлă адреспа ярса памалла, сăмахсене сăнӳкерчӗксемпе çирӗплетсен аван.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев