Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Астăвăм чӗрӗ-ха

(Елена Алексеева. Николай Ларионовăэн сăнӳкерчӗкӗ) Аслă вăрçă пӗтнӗренпе самаях вăхăт иртсе кайрӗ. Астăвăм вара чӗрӗ. Аслă Çӗнтерӳ çинчен хăрушă вăрçăпа çыхăннă историлле кӗнекесем, тӗрленчӗксемпе очерксем, палăксем, тӗлпулу каçӗсем, вилӗмсӗр паттăрсем аса илтерсе тăраççӗ. Уйрăм-и вӗсем, пӗрле-и, шăп тăраççӗ-и е кăшкăраççӗ-и - пире, çамрăксене, «Вăрçă», «Астăвăм», «Асăн», «Асту» сăмахсен пӗлтерӗшне чун-чӗрепе...

(Елена Алексеева. Николай Ларионовăэн сăнӳкерчӗкӗ) Аслă вăрçă пӗтнӗренпе самаях вăхăт иртсе кайрӗ. Астăвăм вара чӗрӗ. Аслă Çӗнтерӳ çинчен хăрушă вăрçăпа çыхăннă историлле кӗнекесем, тӗрленчӗксемпе очерксем, палăксем, тӗлпулу каçӗсем, вилӗмсӗр паттăрсем аса илтерсе тăраççӗ. Уйрăм-и вӗсем, пӗрле-и, шăп тăраççӗ-и е кăшкăраççӗ-и - пире, çамрăксене, «Вăрçă», «Астăвăм», «Асăн», «Асту» сăмахсен пӗлтерӗшне чун-чӗрепе туйма пулăшаççӗ. «Яланах асра тыт» сăмах майлашăвӗ те çумрах. Вӗсем пире иртни çинчен шухăшлаттараççӗ.

Аслă вăрçă çинчен калаçтаракан тепӗр хут палăк çак кунсенче Шупашкарти пӗр кӗнеке издательствинче пичетленсе тухрӗ. Унти тӗп сăнар чăн-чăн паттăр, Пушкăртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуç ялӗнче çуралнă чăваш - Совет Союзӗн Геройӗ Н.С.Павлов. «Чӗре астăвăмӗ» кӗнекене пирӗн ентеш Альбина Степанова журналист Николай Спиридонович çуралнăранпа 95 çул çитнӗ тӗле хатӗрленӗ.

Çак кунсенче Ульяновскри Нацисен культурисене çӗнетсе аталантаракан центрта (малтанхи Туслăх çуртӗнче) Аслă вăрçă Геройӗ çинчен çырнă историпе публицистика кăларăмӗн хăтлавӗ иртрӗ.

Тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн 42-мӗш номерӗнче вуласа пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев