Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Аттеçӗм Атăл

Николай Сорокин хăй каланă тăрăх, роман çырас шухăша вăл 50 çул йăтса çӳренӗ. Алçырусене компьютера кӗртесси, типографире пичетлесе кăларасси тепӗр 5 çула тăсăлнă (2003-2008 çулсем). Питӗ васканă, «çырса ӗлкӗресчӗ» тесе пăшăрханнă. Кӗнекене çырма тытăнасси - чи йывăрри. Журналиста пушшех. Писатель ӗçӗ çывăх пек те, анчах та хаçатçăна романиста тухма йывăр...

Николай Сорокин хăй каланă тăрăх, роман çырас шухăша вăл 50 çул йăтса çӳренӗ. Алçырусене компьютера кӗртесси, типографире пичетлесе кăларасси тепӗр 5 çула тăсăлнă (2003-2008 çулсем). Питӗ васканă, «çырса ӗлкӗресчӗ» тесе пăшăрханнă.

Кӗнекене çырма тытăнасси - чи йывăрри. Журналиста пушшех. Писатель ӗçӗ çывăх пек те, анчах та хаçатçăна романиста тухма йывăр çав. Сăлтавсем нумай: пӗрремӗшӗнчен, кунӗн-çӗрӗн çырмалла, хаçата куллен кăлармалла, атту хăв та укçасăр тăрса юлатăн, çемьене тăрантармалла; иккӗмӗшӗнчен, кӗске çырма вӗреннӗ. Пуç та çавна май - кӗске сюжетпа ӗçлет. Çапла каласа парать Николай Михайлович.
«Атăла» çырма авторăн часах майсем тупăнаççӗ, «Сувар» хаçат редакторӗнчен кайсан пушă вăхăт нумай тупăнать. Ӗçрен «пушанни» çинчен часах КАМАЗра та илтеççӗ, унтан «Купец с КАМАЗА» повесть çырма заказ килет. Ӗç каять, хайлав сыпăкӗсем шăрçа пек явăнса пыраççӗ, черновиксăрах. Мӗн пулса иртет пуль çак хушăра çыравçă чунӗнче, анчах вăл повеçе пăрахсах роман çырма пикенет. Пӗрремӗш тома çулталăк çурăра, повеçпе пӗрле çырса пӗтерет. Кунта ыйту сиксе тухать: ăçта пичетлемелле? Шупашкарта В.Эткелпе (В.П.Сидоров) паллашать.
- Акă, роман алçырăвӗ. Анчах та питӗ хаяр, Совет влаçне питлесе çырнă унта, - тет Сорокин хăй романӗ пирки.
Редактор йăлт-ялт çавăркалать пуçне. Нимӗн хăрамалли те çук пек: лăпкă путвалта лараççӗ, чӳречесем те çук, пӳлӗмре иккӗш анчах.
- Э-э! хăратăн. Апла-тăк памастăп алçырăва, - кулса ярать автор.
- Çук-çук. Ку хăнăху кăна. Хăв пӗлен, Сталин вăхăтӗнче ӳснӗ-çке. Хăрама вӗреннӗ, - тет редактор папкăна туртса илсе. Пӗр эрне те иртмест роман авторне шăнкăравлать:
- Пӗр сывламасăр вуласа тухрăм. Пичетлетпӗр, - шантарать Эткел.
Çав çулах «Пусмăрлăх айӗнче» ятлă пӗрремӗш том пичетленсе тухать. Хит­рен пуçланать вăл, Теччӗ тăрăхӗнчи Аслă Ăнă ялӗнче пурнăç Анлă Атăл пек лăпкăн юхать. Юрату çурални, чăваш йăлипе хӗр вăрлани, килӗшӳ сăри, хӗр эреххи, туй, çӗнӗ хăта, аслă тата кӗçӗн мухмăр, ял вăйӗ­пе чиркӳ лартни тата ытти те.
Анчах кӗçех пысăк улшăнусем çитеççӗ, туслă яла коммунистсем сăрă хурт пек сырса илеççӗ. Чиркӗве ватаççӗ, чансене йăвантарса çӗре ӳкереççӗ, турăшсене çунтараççӗ. Парторг Гатрин пачăшкă тумтирне пӗр лав тиесе килне вăрласа каять, тӳшек-минтерӗ таранчченех, çавсенчен ачисене тумтир çӗлесе тăхăнтараççӗ. Гатрин хӗтӗртнипе Аслă Ăнă халăхне ирӗксӗр колхоза вăйпа кӗртеççӗ. Пӗрремӗш трактор туянаççӗ. Вăл ял çыннисен юратнă Учук тăвакан вырăнне сухалать, сасартăк уçнă çерем айӗнчен тӗпсӗр кӳлӗ талпăнса тухать те трактора тракторисчӗпе пӗрлех çăтса илет.
Çынсем колхоза хирӗç пуху пуçтараççӗ. Хӗрарăмсем Гатрина çамкаран та лектереççӗ. Пăваран килнӗ салтаксем чи ӗçчен хресченсене арестлесе илсе каяççӗ. Унтан вӗсене Соловки утравӗнче пуçтараççӗ, çакăнтан Беломор-Балтийски канавне чавнă çӗре хăваласа каяççӗ. 300 пине яхăн «халăх тăшманӗнчен» кашни виççӗмӗшӗ çав стройкăра ӗмӗрлӗхех куçне хупать.
Сталин ятне панă канал тăрăх карапсем путлӗ çӳремен те. Паян вăл аварилле хисепленет. Хăш-пӗр пӗве шыва 25 метра çӗкленӗ. Пӗвесем татăлса кайсан, Архангельск облаçӗ веçех шыв айне путать.
Иккӗмӗш том - «Сталин гладиато­рӗсем» ятлă. Гитлерпа Сталин чурисем çапăçнă иккен. Раскулачить тунă йăхсем - Соколов­сем, Запасовсем, Татариновсем - хăйсен кил-çурчӗсене, выльăхӗсене туртса илнине, ыйткалакана кăларса мăшкăлланине пăхмасăр паттăррăн кӗрешнӗ.
«Кулак» ачи Мишшук Соколов - ялта тимӗрçӗ пулнăскер, вăрçăра та батальон тимӗрçи пулать, рельссене шăтаракан çӗнӗ сверло шухăшласа кăларать. Халиччен Англирен ылтăн парса сутăн илнӗ сверлосем икӗ шăтăк тусанах катăлса пӗтнӗ. Ял тимӗрçин инструменчӗ вара 20 шăтăк тумалăхах çитнӗ. Савăннă генерал салтака орден пама пулнă. Анчах та чее чăваш арçынни киле кайма отпуск ыйтса илет. Унăн вăрçăпа пӗр вăхăтра çуралнă виççӗмӗш ывăлне курас килнӗ иккен. Отпуска килсен Мишшука чекистсем Течче тытса каяççӗ, «дезертир» тесе айăплаççӗ, шаккаса калаççӗ:
- Асту, салтакра ял çыннисем курăк çисе пурăннине каласа ан пар. Атту...
Теччӗре кӳршӗре - Суслонгер вăрма­нӗнче Тутар запас дивизийӗ вырнаçнă пулнă. Ялсенчен пуçтарнă «гладиаторсене» вăрçа ярас вырăнне кунта выçăпа нушалантарса тытаççӗ. Выçлăха чăтаймасăр курсантсем Громов лейтенанта Мускава тартаççӗ. Вăл ЦКра ӗçлекен ашшӗне йăлт каласа парать. Часах уйрăм поездпа Клим Ворошилов килсе çитет, 40 офицера строя тăратса персе пăрахма хушать.
Сталин - хаяр изобретатель пулнă. Вăл çӗнӗ вăйă - домино шухăшласа кăларать. Унччен домино шăммисене сӗтел çине вырттарса хунă. Коммунистсен пуçлăхӗн йышăнăвӗпе домино шăммисене çумма-çумăн тăратса хураççӗ. Хӗрринчи шăммине тӗртсен - вăл йăванса çумрине ӳкерет, лешӗ - виççӗмӗшне, çапла черетпе рет вӗçленичченех… Çав майпа пионер Павлик Морозов аслашшӗне тӗрмене хуптарать, бригадир - колхоз председательне, комсомолец - учителе, токарь - завод директорне. Çӗршывра пӗр-пӗрне сутассин çавраçилӗ алхасма тытăнать. Тӗрмесем тулса пыраççӗ. «Лесоповал» - Раççей гимнне çаврăнать.
Виçӗ класс пӗтернӗ Николай Ежов хăй сӗмсӗрлӗхӗпе Тутар обкомне вырнаçать. Часах ăна Мускава çити çӗклеççӗ. Чее министр, пиншер çынна вӗлернӗскер, кӗтмен çӗртен хăй капкăна çакланать. Унăн тӗлӗнмелле хобби пулнă - пуçлăхсем çинчен çăхавсем пуçтарасси. Çав шутра Сталин та пур. Пульăсем пуçтарасси Ежовăн тепӗр юратнă ӗçӗ пулнă. Пӗчӗкçеç арчара-шкатулкăра юнпа варланнă пульăсем выртнă, кашнин çинче çырни пулнă: «Каменев», «Зиновьев». Ежова хăйне персе пăрахсан Петр Магго палач - Лубянка рекордсменӗ (ун шутӗнче 10 пин тӗпленнӗ пурнăç) Ежов пуçӗнчен пульăна çӗçӗпе тăрмаласа кăларать те çав шкатулкăна хурать. Упрать… хăйне персе пăрахиччен. Совет Союзӗ - домино çӗршывӗ пулнă.
Виççӗмӗш том - «Чухăнсен ирӗклӗхӗ». Вăл 1991 çулхи ГКЧП «паттăрӗсенчен» пуçласа паянхи кунчченех çутатса парать. Раççей халăхӗ коммунистсен диктатурине аркатса ярса ирӗке тухнă. Анчах та халăх чухăн, мӗнпур пурлăха чиновниксем, парти функционерӗсем çавăрса илнӗ. Халăх татах кӗлмӗçленсе тăрса юлнă.
Уйрăмах вулакансене Чечня вăрçи интереслентерет. Автор унăн юнлă сăлтавӗ 1944 çултах - Сталинăн «чечевица» ят­лă çынçиен планӗ тăрăх çуралнă тесе çирӗп­летет.
Кӗнекере юрату та самай пысăк вырăн йышăнать. Вулакансен сăмахӗсемпе, чи илемли - совет салтакӗпе нимӗç майрин вăрçă вăхăтӗнчи хӗрӳ юратăвӗ. Çав çылăхлă çыхăну вӗсен ачисем хушшинче те тăсăлать.
Çак виçӗ тома пуçтаракан сăнар вăл - Атăл. Йывăр-и пире е савăннă самант-и - эпир Атăл çыранне анатпăр, çылăхсене каçарма ыйтатпăр, тӳрӗ те вăйлă пулма сăмах паратпăр, вăй илетпӗр. Романăн тӗп шухăшӗ «Ӗмӗр сакки сарлака, анчах ӗмӗре кӗске» чăваш юррипе килсе тăрать. Çăмăл мар пурнăçа эпир хамăр пушшех те йывăрлататпăр - вăрçăсем чӗртсе, пӗр-пӗрне кураймасăр сăтăр туса, айăпласа, ăмсанса, кӗвӗçсе ӗмӗре кӗскететпӗр. Атăлтан вӗренмелле çав пурăнма. Урăхла каласан, васкамасăр, танлă, çынлăха çухатмасăр пурăнмалла. Атăл сăнарӗнче куратпăр çавна, вăл ӗмӗр-ӗмӗр. Этем пурнăçӗ унпа танлаштарсан, хăвăрт чӗртӗнсе çунса кайнă хӗлхем кăна. Кӗскен роман идейине тăватă сăмахпа - «Пурнăç кӗске, Атăл ӗмӗрлӗхех» теме пулать.
Вӗçленеспе «Аттеçӗм Атăл» пуçламăш тапхăрне таврăнать. Аслă Ăнăра Çимӗк уявӗ кӗрлет, пӗтӗм халăх карта курма пуçтарăннă. Хӗрупраçсем касăсем тăрăх савăнăçлăн юрласа çӳреççӗ. Таканккисем лартнă. Эх, манас марччӗ-çке паха йăлана! Пурнăç илемӗ, пуянлăхӗ çавăнтан пуçланать-çке.
Вулакансем - чăвашсем, вырăссем, тутарсем - çак кӗнекене хапăл туса йышăнчӗç. «Вăл пирӗн пурнăçа уççăн кăтартса парать», - теççӗ хаклама ыйтсан. Литература ӗçне хаклакансен, ăнланакансен шучӗпе роман Тутарстан Республикин Г.Тукай ячӗллӗ патшалăх премине илме тивӗçлӗ тесе конкурса тăратма сӗнеççӗ. Эпир те вӗсемпе килӗшсе çак сӗнӗве пăхса тухма ыйтатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев