Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Авалхи йăла çӗнӗлле

Авал чăваш йăла-йӗрке ирттермесӗр çӗр ӗçне пуçăнман, вӗçлесен пӗрле пуçтарăнса Пӳлӗхçе тав тунă, тухăçа лайăх упрама ыйтнă. Чăн та, вăхăт иртнӗçемӗн майпен йăла-йӗркесем манăçа тухса малтанхи пӗлтерӗшне çухатнă. Кӗркуннене вӗçлекен «Кӗр сăрине» те акă, эпир ытларах тухăç, пӗр-пӗрин патне хăнана çӳремелли уяв пек кăна пӗлетпӗр. Апла-и, капла-и вăл та пирӗн...

Авал чăваш йăла-йӗрке ирттермесӗр çӗр ӗçне пуçăнман, вӗçлесен пӗрле пуçтарăнса Пӳлӗхçе тав тунă, тухăçа лайăх упрама ыйтнă. Чăн та, вăхăт иртнӗçемӗн майпен йăла-йӗркесем манăçа тухса малтанхи пӗлтерӗшне çухатнă. Кӗркуннене вӗçлекен «Кӗр сăрине» те акă, эпир ытларах тухăç, пӗр-пӗрин патне хăнана çӳремелли уяв пек кăна пӗлетпӗр. Апла-и, капла-и вăл та пирӗн культура. Ноябрӗн 29-мӗшӗнче Хусан чăвашӗсем «Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче «Хусан чăвашӗсен» ушкăнăн юбилей концертне кăна мар, «Кӗр сăрине» те пуçтарăнчӗç.

Тӗрлӗ регионта иртекен «Кӗр сăрисенчен» палăрмаллах уйрăлса тăчӗ вăл. Йӗркелӳçӗсем фольклор ушкăнӗсен пултарулăхӗпе кăна çырлахмарӗç, тӗп пусăм чăваш производителӗсене халăхпа паллаштарни пулчӗ. Рынокра чылай палăрма ӗлкӗрнӗ пысăк производительсемпе юнашарах çав кун хăйсен продукцине усламçăсем те кăтартрӗç. Çапла майпа хусансем вӗсен продукцине курма кăна мар, астивсе пăхса туянма та пултарчӗç. Тутлă кăлпасси, шăрттан, тӗтӗмленӗ аш-какайăн техӗмлӗ шăрши пӗтӗм фойене сарăлчӗ. Хăй хирӗнче ӳстерсе хатӗр продукци (темиçе тӗрлӗ кӗрпе, хӗвелçаврăнăш çăвӗ, çăкăр-булка) кăларакан Элкел районӗнчи «Хузангаевский» ЯХПКн (ертӳçи Е.Чугунов) «Сиктӗрме» чăваш бренчӗ нихçанхинчен те ытларах мăнкăмăллăх çуратрӗ. Тутарстанра чăваш бренчӗллӗ продукци кăларакан пӗртен-пӗр хуçалăх-çке вăл. «Сиктӗрме» бренд çав тери илемлӗ те вырăнлă пулчӗ уявра. Малашне Хусан чăвашӗсем çак бренда курсан продукцине туянмасăр чăтаймаççех пуль тетӗп. Сиктӗрме (Элкел районӗ) ялӗнче çуралса ӳснӗ тепӗр йăхташăмăр Иван Иванович Казанков ертсе пыракан «Звениговский» аш-какай комбиначӗн продукцине те реклама кирлӗ мар, ăна пӗлмен çын Атăлçи тăрăхӗнче çук. Унăн хуçи чăвашах пулнине кăна хусансем пӗлейменччӗ пуль.
Мӗнле «Кӗр сăри» сăрасăр пултăр-ха? Шупашкарти «Букет Чувашии» УАО уява ятарласах куравпа килнӗччӗ. Хăмла çӗршывӗ пулнă кӳршӗсем хусансене дегустаци туса темиçе тӗрлӗ сăрана астивсе пăхтарчӗç. Тепӗр сӗтел патӗнче чарăнмасăр вара ниепле те иртсе кайма çукчӗ. Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗнчи М.Ю.Кваков уйрăм предпринимателӗн сӗтелӗ шăрттанпа, тӗтӗмленӗ тӗрлӗ аш-какайпа, салăпа йăтăнса ларчӗ. Çак сӗтел патне пырсанах яла, ачалăха таврăннă пекех туйăнчӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем мӗнпур продукцие хăйсем ӳстернӗ выльăх аш-какайӗнчен асатте-асаннесен рецепчӗпе килте хатӗрлеççӗ. Кил хуçи арăмӗн Лидия Квакован кăпăкланса тăракан сăри вара уявăн чунӗ пулчӗ тесен те юрать-тӗр. Ялти Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи пулса ӗçлекенскер вăл ятарласах сăра вӗретсе килсе кашнине сăйларӗ.
Курав-дегустаципе кăна вӗç­­ленмерӗ-ха «Кӗр сăрин» сюр­п­ризӗ. Унтах 2017 çулăн пӗр­ремӗш çур çулне йӳн хакпа «Сувар» хаçата çырăнса пар­неллӗ пулма та май пулчӗ. Хаçатăн пысăк тусӗ, Теччӗ районӗнчи Елена Аптрейкина, çав кун хаçат çырăнакансем валли юман милӗкӗ хатӗрленӗ иккен.
Курав-дегустаци хыççăн «Кӗр сăрин» пултарулăх пайӗ пуçланчӗ. Çарăмсан районӗнчи «Çăлкуç» чăваш фольклор ансамблӗ хаваслă юрăсем юрласа хусансене ташлаттарчӗ. Вӗсене Хусанти «Салам» фольклор ансамблӗ пулăшса уява тата илемлӗрех турӗ. «Кӗр сăрине» сумлă хăнасем: ТР халăхсен Ассамблейин ӗçтăвком председателӗ Н.Владимиров, ТР ЧНКА председателӗ Д.Самаренкин, ТР ЧНКА ӗçтăвком председателӗ В.Иванов пулчӗç, çаплах Ульяновск облаçӗнчен, Шупашкартан делегатсем те килсе çитрӗç.
Хусан чăвашӗсем «Кӗр сăрине» тепӗр пысăк çитӗнӳпе те кӗтсе илчӗç, темиçе кун каялла кăна Шупашкарта иртнӗ «Раççей чăваш пики-2016» конкурсран пирӗн пике Ксения Романова çӗнтерсе таврăнчӗ. Раççей чăвашӗсен чи хӳхӗм пики уява хутшăнни ентешсемшӗн савăнса вӗсемпе мăнаçланмалли тепӗр сăлтав пулчӗ.
Çапла вара «Кӗр сăрине» килнӗ хусансене пӗрре те кичем пулмарӗ, вӗсем производительсен тутлă апат-çимӗçӗпе, сăрисемпе сăйланчӗç, хаçат çырăнчӗç, асăнмалăх сăн ӳкерӗнчӗç, унтан «Хусан чăвашӗсем» ушкăнăн 15 çулхи юбилей концертне курчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев