Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Аякра пулсан та сасăлаççӗ

Тутарстанран студентсен хушшинче стенда тӗл перессипе тата пульăпа перессипе тӗнче чемпионатне хутшăнакансем те Раççей Президенчӗн суйлавне хутшăннă. Куала-Лампурта паян халăхсен хушшинчи ăмăрту вӗçленнӗ. Ăмăрту хыççăн Раççей сборнăйӗн спортсменӗсем те, тренерсем те суйлава хутшăнса хăйсен сассисене панă. «Ку эпӗ тӗнче шайӗнче хутшăннă иккӗмӗш ăмăрту. Вăл нумайччен ман асăмран каймӗ, мӗншӗн тесен...

Тутарстанран студентсен хушшинче стенда тӗл перессипе тата пульăпа перессипе тӗнче чемпионатне хутшăнакансем те Раççей Президенчӗн суйлавне хутшăннă. Куала-Лампурта паян халăхсен хушшинчи ăмăрту вӗçленнӗ. Ăмăрту хыççăн Раççей сборнăйӗн спортсменӗсем те, тренерсем те суйлава хутшăнса хăйсен сассисене панă.

«Ку эпӗ тӗнче шайӗнче хутшăннă иккӗмӗш ăмăрту. Вăл нумайччен ман асăмран каймӗ, мӗншӗн тесен эпир çакăнтах суйлава та хутшăнтăмăр. Ку пирӗн - гражданла парăм. Çавăнпа та тăван çӗршывран аякра та суйлама май пурришӗн савăнатăп», - палăртать хӗрарăмсен турнирӗнче пиллӗкмӗш вырăн йышăннă Екатерина Комарова.

Студентсен хушшинче стенда тӗл перессипе тата пульăпа перессипе тӗнче чемпионачӗ Малайзи тӗп хулинче Куала-Лампурта мартăн 14-18-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта 24 çӗршывран 360 студент хутшăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев