Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Заправкăсенчи бензинра сера ытлашшипех

(Илья Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ). Хальхи вăхăтра республикăра бензин пахалăхне тӗрӗслессипе уйăхлăх пырать. Вăл октябрӗн 23-мӗшӗнчен пуçланнă. Ноябрӗн 8-мӗшӗнче Хусанти Барудипе Батыршин урамӗсем хӗресленнӗ çӗрти 70-мӗш номерлӗ «Татнефть» АЗСран АИ-92 бензина пробăна илнӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Пӗтӗмпе тӗрлӗ заправкăран 600 проба илме планлаççӗ. Хальлӗхе 286 заправкăран 493 проба илнӗ. 278-шне лабораторисенче...

(Илья Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ). Хальхи вăхăтра республикăра бензин пахалăхне тӗрӗслессипе уйăхлăх пырать. Вăл октябрӗн 23-мӗшӗнчен пуçланнă. Ноябрӗн 8-мӗшӗнче Хусанти Барудипе Батыршин урамӗсем хӗресленнӗ çӗрти 70-мӗш номерлӗ «Татнефть» АЗСран АИ-92 бензина пробăна илнӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Пӗтӗмпе тӗрлӗ заправкăран 600 проба илме планлаççӗ. Хальлӗхе 286 заправкăран 493 проба илнӗ. 278-шне лабораторисенче тӗрӗсленӗ. Шел те, экспертсем Таможня союзӗпе наци стандарчӗсен техника регламентне тӳр килмен 9 тӗрлӗ бензин пуррине палăртнă. Тӗпрен илсен топливăра сера шайӗ кирлинчен ытларах пулнипе çыхăннă. Регламентпа 1 килограмм топливăра 10 мг сера кăна пулмалла-мӗн. Экспертсем пӗлтернӗ тăрăх, автомобильшӗн ку хăрушă мар, унран машина ванмасть, анчах экологишӗн сиенлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев