Сувар

Бондарчук пирӗнпе ӗçлеме килӗшнӗ

(Ирина Гордеева).Ноябрӗн 1-мӗшӗнче «Татар-информ» ИАра Сочире иртнӗ XIX Пӗтӗм тӗнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне хутшăннă Тутарстан Республикин делегачӗсемпе пресс-конференци пулчӗ. Тахçанах кӗтеттӗмӗр ăна. Пирӗн çамрăксемпе волонтерсем унтан еплерех туйăмсемпе, малашнехи плансемпе таврăннине пӗлес килетчӗ. Спикерсен шутӗнче РФ Федераллă пухăвӗн Патшалăх Думин депутачӗ Марат Бариев, ТР çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗ Владимир...

(Ирина Гордеева).Ноябрӗн 1-мӗшӗнче «Татар-информ» ИАра Сочире иртнӗ XIX Пӗтӗм тӗнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне хутшăннă Тутарстан Республикин делегачӗсемпе пресс-конференци пулчӗ. Тахçанах кӗтеттӗмӗр ăна. Пирӗн çамрăксемпе волонтерсем унтан еплерех туйăмсемпе, малашнехи плансемпе таврăннине пӗлес килетчӗ.

Спикерсен шутӗнче РФ Федераллă пухăвӗн Патшалăх Думин депутачӗ Марат Бариев, ТР çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗ Владимир Леонов, «Творческая инклюзивная студия Э-моция» проект ертӳçи Инесса Клюкина, ХФУ студентки Кристина Николаева, волонтерсемпе ӗçлекен менеджер Алмаз Аскаров пулчӗç.

Вӗсен асӗнче фестиваль тарăн йӗр хăварни тӳрех палăрчӗ. Кашни ун пирки хавхаланса калаçрӗ. Марат Бариев палăртнă тăрăх, ку фестиваль калăпăшӗпе чи пысăкки пулнă. Унăн площадкисем Раççейри 15 пысăк хулара йӗркеленнине шута илсен, ют çӗршыв çамрăкӗсемпе студенчӗсен пирӗн çӗршывпа туллин паллашма май пулнă. Марат Бариев Тутарстан командине пысăк хак парса мухтарӗ. Хăйне мӗн пуринчен ытларах тӗлӗнтернине те каларӗ депутат. Халӗ ют çӗршывсенче çамрăксем ытларах та ытларах коммунизмпа интересленме пуçланă иккен, чылай çӗршывра Совет Союзӗнчи евӗр комсомол организацийӗсем ӗçлеççӗ.

Инесса Клюкина Федор Бондарчукпа тӗл пулни, унăн командипе ӗçлӗ çыхăну йӗркелесе яма пултарни çинчен хавхаланса каласа пачӗ. Кристина Николаева РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулнипе мăнаçланчӗ. 30 пин хутшăнаканран çӗршыв ертӳçипе тӗл пулма суйласа илнӗ 100 çамрăк çын хушшинче хăйне кӗртнине пысăк ăнăçу тесе шутлать.

Владимир Леонов пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстан унта 3 площадка таран йӗркелеме пултарнă, ытти регионсенчен пӗрер кăна пулнă. Фестивальте иртнӗ спорт мероприятийӗсенче те пирӗннисем темиçе хутчен те çӗнтернӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: