Сувар

Ӗç Паттăрӗ Минтимер Шаймиев

Патшалăх тата халăх умӗнче тунă тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн Раççей Федерацийӗн Ӗç Паттăрӗ ята Тутарстанăн экс-президентне Минтимер Шаймиева пама йышăннă. Çакăн çинчен калакан Указа Владимир Путин паян, Чăваш чӗлхин кунӗнче алă пусни символла пӗлтерӗшлӗ. Тутарстан Патшалăх канашçипе пӗрле çак хисеплӗ ята «Современник» театрăн илемлӗх ертӳçине Галина Волчека, «Севмаш» заводăн слесарь-монтажникне Алексей...

Патшалăх тата халăх умӗнче тунă тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн Раççей Федерацийӗн Ӗç Паттăрӗ ята Тутарстанăн экс-президентне Минтимер Шаймиева пама йышăннă. Çакăн çинчен калакан Указа Владимир Путин паян, Чăваш чӗлхин кунӗнче алă пусни символла пӗлтерӗшлӗ. Тутарстан Патшалăх канашçипе пӗрле çак хисеплӗ ята «Современник» театрăн илемлӗх ертӳçине Галина Волчека, «Севмаш» заводăн слесарь-монтажникне Алексей Иванова, Краснодар крайӗнчи больница главврачне Владимир Порханова тата Якутире лесничий пулса ӗçлекен Варвара Устиновăна панă.
Хусанта иртнӗ Тутарстан халăхӗсен III съездӗнче Минтимер Шаймиева Дагестан ертӳçи Рамазан Абдулатипов «Дагестан Республики умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» орденпа наградăлани эрне те иртсе ӗлкӗреймерӗ, акă çӗнӗ наградăшăн савăнмалла.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: