Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Çамрăксем ан юлччăр хӗрринче

(Ирина Кузьмина. «Аталан» ушкăн сăнӳкерчӗкӗ). Вырăссем калашле, çутçанталăк пушăлăха юратмасть, ку каларăш çамрăксене уйрăмах пырса тивет. Пушă вăхăта усăллă ирттерме май çук-тăк, усалли йышăнасса кӗтсех тăр. Ку йӗрке ӗнер-паян кăна çуралман, вăл яланах çапла пулнă. Çавăнпах пуль совет самани вăхăтӗнче кун çине çирӗп тимлӗх уйăрнă, кашни ӳсӗмри ача валли вăхăта...

(Ирина Кузьмина. «Аталан» ушкăн сăнӳкерчӗкӗ). Вырăссем калашле, çутçанталăк пушăлăха юратмасть, ку каларăш çамрăксене уйрăмах пырса тивет. Пушă вăхăта усăллă ирттерме май çук-тăк, усалли йышăнасса кӗтсех тăр. Ку йӗрке ӗнер-паян кăна çуралман, вăл яланах çапла пулнă. Çавăнпах пуль совет самани вăхăтӗнче кун çине çирӗп тимлӗх уйăрнă, кашни ӳсӗмри ача валли вăхăта пушă вăхăта ирттермелли мелсем пурччӗ. Октябренок - пионер - комсомолец. 90-мӗш çулсенчи перестройка вăхăтӗнче çамрăк ăру çинчен патшалăх вуçех манчӗ. Юрать-ха, хальхи вăхăтра лару-тăрăва улăштарни сисӗнет. Тутарстанра картишри спорт, çамрăксен юхăмӗсем, клубсем аталанаççӗ. Результат та пур. Тӗслӗхрен, пирӗн каччăсем салтака каяссинчен пăрăнмаççӗ, призывниксенчен пурте тенӗ пекех аслă, ятарлă вăтам пӗлӳллӗ. РФ Оборона министерстви пирӗн региона кашни призыв кампанийӗнчех тӗслӗхе лартать. Паллах, ку вăл чи малтан республика шайӗнче илсе пыракан ӗç кăтартăвӗ.

Çамрăк ăру вăхăта усăллă ирттерме условисем тăвасси тӗп задачăсенчен пӗри. Калăпăр, çул çитменнисен клубӗсене тӗпрен юсамалли программа республикăра 2015 çултах хута кайнă. Икӗ çулта 86 объекта юсанă, çакăн валли бюджетран 300 миллион тенкӗ укçа тăкакланă. 2018 çулта та ӗç чарăнмӗ, кун валли тата 100 миллион тенкӗ уйăрнă, 28 объекта юсаса тирпей кӗртӗç.

Çамрăксем пушă вăхăта усăллă ирттерме условисем хула тата район центрӗсенче пурăнакансем валли çителӗклех-ха, ял çамрăкӗсем валли вăт питех курăнсах каймаççӗ. Çитӗнекен ăру обществăна юрăхлă çын пулса пурнăçра хăй вырăнне туптăр тесен республикăри пӗр çамрăк та (хулара пурăнать-и вăл, ялта-и) тимлӗхсӗр юлмалла мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев