Сувар

Çӳçӗ вăрăм, турти кӗске

Хӗрарăмсем этемлӗхӗн чи ырă та лайăх пайӗ текен çирӗплетӗве Пӗтӗмтӗнчери пикесен кунӗ хыççăнхи хыпарсем ирӗксӗрех хирӗçле пуçларӗç. Мартăн 8-мӗшӗнче хӗрарăмсен аллинчен Хусанта икӗ арçын вилнӗ. Иккӗшне те «савнă мăшăрӗсем»' çӗçӗпе чиксе вӗлернӗ. Пӗрне, 34-рискере, Зорге урамӗнчи çуртра сӗрсе пăрахнă, арăмӗн çӗççи айне пулнă тепӗр арçын 31 çул туларнă кăна пулнă-ха,...

Хӗрарăмсем этемлӗхӗн чи ырă та лайăх пайӗ текен çирӗплетӗве Пӗтӗмтӗнчери пикесен кунӗ хыççăнхи хыпарсем ирӗксӗрех хирӗçле пуçларӗç. Мартăн 8-мӗшӗнче хӗрарăмсен аллинчен Хусанта икӗ арçын вилнӗ. Иккӗшне те «савнă мăшăрӗсем»' çӗçӗпе чиксе вӗлернӗ. Пӗрне, 34-рискере, Зорге урамӗнчи çуртра сӗрсе пăрахнă, арăмӗн çӗççи айне пулнă тепӗр арçын 31 çул туларнă кăна пулнă-ха, вăл Мало-Отарская урамӗнче пурăннă.
Палăртса хăвармалла, çак икӗ ирсӗрле ӗç те ачасен куçӗ умӗнче пулса иртнӗ. Преступленисене тунăшăн следстви органӗсем 33 çулти икӗ хӗрарăма тытса çарнă. Вӗсен тӗлӗшӗпе «Çын вӗлерни» статьяпа уголовнăй ӗç пуçарнă. Иккӗшӗ те айăпӗсене йышăннă.

Следстви версийӗпе, мартăн 8-мӗшӗнче каçхине пӗр хӗрарăмми хăйӗн ӳсӗр упăшкипе хирӗçсе кайса ăна ймăйӗнчен çӗçӗпе чикнӗ. Лешӗ çийӗнчех кăннă. Хваттерте çав вăхăтра 2006 тата 2012 çулта çуралнă ачесем пулнă. Иккӗмӗш преступление виçӗ ача курнă. Вӗсем 2001, 2004 тата 2012 çултисем. Кунта та вӗлерӳ сăлтавӗ - ӗçкӗ хыççăнхи хирӗçӳ пулса тăнă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: