Сувар

Çемье фестивальне хутшăнас килет-и?

Фестивале хуть хăш регионти çемье те хутшăнма пултарать, взнос тӳлемелле мар.

«ДАНКО» Проект пуçарăвӗсен центрӗ» коммерцилле мар организаци июлӗн 7-8-мӗшӗсенче Ставрополь крайӗнчи Железноводск хулинче (Иноземцев поселокӗ, Карас кӳлли) «Атте, анне тата эпӗ – турист çемйи» (0+) фестиваль йӗркелет. Унта çемьесем ориентировани, туризм, ту çине хăпарассипе, ухăран перессипе ăмăртнисӗр пуçне пултарулăх, апат-çимӗç конкурсӗсене, мастер-классене хутшăнаççӗ.

Программăна пăхас пулсан, фестиваль чăнах та питӗ интереслӗ пуласса шантарать. Проектăн тӗллевӗ çемье çыхăнăвӗсене çирӗплетесси, сывă пурнăç йӗркине юратма вӗрентесси. Фестивале хуть хăш регионти çемье те хутшăнма пултарать, взнос тӳлемелле мар. Сăмах май, çак проект 2017 çулта Президент фончӗсен гранчӗн конкурсӗнче çӗнтернӗ. Фестивале хутшăнмалли условисемпе

www.icaucasus.ru/фестиваль/сайтра, «ВКонтактере» https://vk.com/familyturfest тата

Инстаграмра https://www.instagram.com/familyturfest паллашма пулать. Пректăн ертӳçи Наталья Харченко, тел. 8-918-825-25-95.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: