Сувар

Çĕнтерÿ кунĕ Хусанта мĕнлерех иртет

Хусанта Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 72 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсен программи паллă. Уяв май уйăхӗн 9-мӗшӗнче ирхине 8 сехетре Арскпа Архангельск масарӗсенче чечек çыххисемпе пуç кăшалӗсене хунинчен пуçланать. 9 сехетре Çӗнтерӳ паркӗнче Ӗмӗрлӗх вут-çулăмпе Аннесемпе тăлăх арăмсен монуменчĕ патĕнче чечек хураççӗ. Хăй уяв Пинçуллăх тӳремӗнче иртет. Вăл 9:45...

Хусанта Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 72 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсен программи паллă. Уяв май уйăхӗн 9-мӗшӗнче ирхине 8 сехетре Арскпа Архангельск масарӗсенче чечек çыххисемпе пуç кăшалӗсене хунинчен пуçланать. 9 сехетре Çӗнтерӳ паркӗнче Ӗмӗрлӗх вут-çулăмпе Аннесемпе тăлăх арăмсен монуменчĕ патĕнче чечек хураççӗ.
Хăй уяв Пинçуллăх тӳремӗнче иртет. Вăл 9:45 сехетре пысăк масштаблă (2 пин çынран тăракар) театрализациленĕ прологран тытăнать. Ун хыççăнах Хусанти çар гарнизонĕн парачӗ пулать. 10 сехетрен пуçласа 19:00 сехетчен Çĕнтерÿ паркĕнче тӗрлӗ мероприятисем пулаççӗ. Çӗнтерӳ уявӗ Хусанта 22:00 сехетре хитре салютпа вӗçленет.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: