Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Çепӗç Нечкебил»

Ноябрӗн 26-мӗшӗнче «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче XII «Нечкэбил» конкурсăн финалӗ пулчӗ. Куракансем унта Тутарстанăн 12 çемйин историйӗпе паллашрӗç. Çак проектра пӗрремӗш хут малти вырăна икӗ çемье - Маташовсемпе (Алексеевски поселокӗ) Галимовсем (Пуян Саба поселокӗ) тухнă. Вулакансене аса илтеретпӗр, «Нечкэбила» чăваш çемйисем те йышлăн хутшăнчӗç. Вӗсенчен пӗри Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче...

Ноябрӗн 26-мӗшӗнче «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче XII «Нечкэбил» конкурсăн финалӗ пулчӗ. Куракансем унта Тутарстанăн 12 çемйин историйӗпе паллашрӗç. Çак проектра пӗрремӗш хут малти вырăна икӗ çемье - Маташовсемпе (Алексеевски поселокӗ) Галимовсем (Пуян Саба поселокӗ) тухнă.
Вулакансене аса илтеретпӗр, «Нечкэбила» чăваш çемйисем те йышлăн хутшăнчӗç. Вӗсенчен пӗри Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче пурăнакан Полина Мулееван çемйи «Çемье хаклăхӗсем» номинацире пӗрремӗш вырăн илсе финала тухрӗ. Вӗсем ял пуçланса кайнин историне кăтартса пачӗç, номере пӗтӗмпе 30 çын хутшăннă.
Финалта Полина «Назлы Нечкэбил» - «Çепӗç» номинацире çӗнтернӗ тата «Wday» журналăн пӗрремӗш степеньлӗ дипломне тивӗçнӗ. Хăй çӗнтерӗвӗнче вăл мăшăрне, çемйипе тăванӗсене тав тăвать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев