Сувар

Чăваш Ен ял «мэрӗсем» Тутарстана ăмсанаççӗ

ЧР Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗн председателӗ, Элӗк район пуçлăхӗ Александр Куликов ертсе пынипе ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсен делегацийӗ çак кунсенче Тутарстана опытпа паллашма килсе кайрӗç. Ӗçлӗ тӗлпулу вăхăтӗнче икӗ регионăн Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗсем малашне пӗрле тачă çыхăнса ӗçлесси çинчен килӗшӗве алă пусрӗç. Кӳршӗсене пирӗн муниципалсем мӗнле пурăнни тата самообложени программи мӗнле ӗçлени...

ЧР Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗн председателӗ, Элӗк район пуçлăхӗ Александр Куликов ертсе пынипе ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсен делегацийӗ çак кунсенче Тутарстана опытпа паллашма килсе кайрӗç. Ӗçлӗ тӗлпулу вăхăтӗнче икӗ регионăн Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗсем малашне пӗрле тачă çыхăнса ӗçлесси çинчен килӗшӗве алă пусрӗç.

Кӳршӗсене пирӗн муниципалсем мӗнле пурăнни тата самообложени программи мӗнле ӗçлени интереслентерет иккен. «Тутарстанăн муниципаллă валаçӗ вăл - 15 пин профессионалтан тăракан вăйлă команда. Пирӗн приоритетлă задача - территорие аталантарасси. Çак тӗллевпе чылай республика программи ӗçлет», - тенӗ тӗп задачăсем пирки Тутарстанăн муниципалитетсен канашӗн ассоциацийӗн ертӳçи Минсагит Шакиров. Аса илтеретпӗр, Тутарстанра самообложени программи 2013 çултанпа ӗçлет. Халăхран пуçтарнă кашни 1 тенкӗ çумне республика бюджетран 4-шар тенкӗ хушса тӳлет. 2013-2016 çултанпа самообложени программипе тутарстансем хăйсен территорине аталантарма 582 миллион тенкӗ хывнă. Республика вара 2,2 миллиард тенкӗ хушса тӳленӗ. Çак укçапа ял урамӗсенчи çулсене, кӗперсене юсаççӗ, территорие хăтлăх кӗртеççӗ, кану вырăнӗсем тăваççӗ, çырма-кӳлӗсене тасатаççӗ.

Пытармăпăр, пирӗн республикăри муниципалитетсен аталанăвне чăнах та ăмсанмалăх пур. Республика вӗсен ӗçне лайăхлатас тӗллевпе хавхалантарасси çине пусăм тăвать. Акă ӗнтӗ пиллӗкмӗш çул вӗсем 104 грант (1-ер миллионшар тенкӗлӗх) илеççӗ. 2006 çултанпа муниципаллă управлени енӗпе республика конкурсӗ те иртет. 2010 çултанпа вара ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсене автотранспортпа тивӗçтереççӗ. Çак вăхăтранпа республикăра вӗсем 1500 ытла автомобиль илме те ӗлкӗрчӗç ӗнтӗ. Ассоциаци пуçарнипе 2016 çулта ял хутлăхӗсен кантурӗсене тӗпрен юсамалли программа та ӗçлеме пуçларӗ. Çулталăк вӗçлениччен республикăра 11 ял хутлăх кантурӗн çӗнӗ çуртне хута ярӗç, 40-шне юсаса пӗтерӗç.

«Тутарстанăн муниципалитетсен канашӗн ассоциацийӗ вырăнти хăйтытăмлăх управленийӗсене мӗнле аталантарни пире питӗ интереслентерет. Хăвăрăн кулленхи ӗçӗрпе эсир республикăра эффективлă, чи йывăр, стандартлă мар ыйтусене те татса пама пултаракан вырăнти власть пуррине кăтартатăр. Эпир сире кăшт ăмсанатпăр та», - тенӗ ЧР Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗн ӗç тăвакан директорӗ Станислав Николаев тӗлпулура.

 

Чăваш Ен делегацийӗ çаплах Лайăш районӗнчи «Туслăх» спортпа кану центрӗнче, Песчаные Ковали ялӗнчи «Золотой ключик» ача садӗнче, «Дорхан 21 век Казань», «Рамаевское» тулли мар яваплăхлă обществăсенче пулса курнисӗр пуçне Сокуры тата Егорьевски ял хутлăхӗсенче самообложени программи мӗнле пурнăçа кӗнипе паллашнă.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: