Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чăваш Енре каллех Африка мурӗ

Кӳршӗллӗ республикăра сысна ӗрчетекенсен каллех сисчӗвленмелле. Çак кунсенче кунти Пăрачкав районӗнчи Кожевенное ялӗнчен 7 километрта хир сыснисен виллисене тупнă. Лаборатори тӗрӗслевӗ вӗсем Африка мурӗпе чирленине кăтартнине хыпарлать «Хыпар» хаçат. Республикăра чир сарăласран профилактика ӗçне пуçарнă та ӗнтӗ: хир сыснисен виллисене çунтарса янă, вӗсене тупнă вырăна типӗ хлор извеçӗпе дезинфекциленӗ. Ятарлă...

Кӳршӗллӗ республикăра сысна ӗрчетекенсен каллех сисчӗвленмелле. Çак кунсенче кунти Пăрачкав районӗнчи Кожевенное ялӗнчен 7 километрта хир сыснисен виллисене тупнă. Лаборатори тӗрӗслевӗ вӗсем Африка мурӗпе чирленине кăтартнине хыпарлать «Хыпар» хаçат. Республикăра чир сарăласран профилактика ӗçне пуçарнă та ӗнтӗ: хир сыснисен виллисене çунтарса янă, вӗсене тупнă вырăна типӗ хлор извеçӗпе дезинфекциленӗ. Ятарлă комисси хăрушлăх пур пӗрремӗш тата иккӗмӗш зонăсен чиккисене çирӗплетнӗ, çав зонăсенче выльăх, аш-какай турттарса тухассипе çыхăннă тата ытти мерăсене вăя кӗртнӗ. Анчах та сăмах кунта çынсенчен сыснасене, аш-какая туртса илесси çинчен пымасть, мӗншӗн тесен асăннă зонăсенче ялсем çук. Çавăнпа кунта сунар тӗлӗшӗпе кăна чарусем пулаççӗ. Африка мурӗ сарăлас хăрушлăха пӗтерес шутпа республикăн ытти территорийӗнчи вăрмансенчи хир сыснисен шутне малалла та чакарма тăрăшӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев