Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чăваш хӗрӗ Роналдупа тӗл пулать

(Ирина Кузьмина). Пӗр пытармасăр калатăп, Нурлатри Якурккел пикине Елена Павловăна Хусанти мӗнпур хӗр ăмсанать. Мӗншӗн тетӗр-и? Елена паян Криштиану Роналдупа иккӗмӗш хут тӗл пулать. Унпа кăна мар, Мексика, Германи, Португали, Чили тата, паллах, Раççей сборнăйӗсен çăлтăрӗсемпе те паллашрӗ вăл. ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗн хастарӗ Конфедерацисен Кубокӗн пӗр...

(Ирина Кузьмина). Пӗр пытармасăр калатăп, Нурлатри Якурккел пикине Елена Павловăна Хусанти мӗнпур хӗр ăмсанать. Мӗншӗн тетӗр-и? Елена паян Криштиану Роналдупа иккӗмӗш хут тӗл пулать. Унпа кăна мар, Мексика, Германи, Португали, Чили тата, паллах, Раççей сборнăйӗсен çăлтăрӗсемпе те паллашрӗ вăл. ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗн хастарӗ Конфедерацисен Кубокӗн пӗр матчӗнчен те юлмасть-çке. Паян та чăваш пикин яваплă кун. Вăл каллех «Казань-Арена» стадионра. Елена пирӗн - волонтер. Унăн тӗллевӗ - болельщиксене хăйсен вырăнӗсене вырнаçма пулăшасси, ку е вăл вырăна кайма ыйтакана ăнлантарса çул кăтартасси, билечӗсене тӗрӗслесси. Енчен те кам та пулин хăйне япăх туйрӗ-тӗк, пӗрремӗш медицина пулăшăвӗ те параять ентешӗмӗр. Елена пулас тухтăр та. Вăл Хусанти медицина университечӗн студентки. Ленăпа эпир ӗнер телефонпа çыхăнса волонтер ӗçӗ пирки ыйтса пӗлтӗмӗр.

-Университета FIFA Конфедерацисен Кубокӗн Хусанти вăййисен йӗркелӳ комитечӗн представителӗ пӗлтӗр октябрь уйăхӗнче килсе Конфедерацисен Кубокӗ çинчен каласа пачӗ. Мана ку питӗ кăмăла кайрӗ. Вăл пире волонтер пулас тесен мӗн тумаллине ăнлантарчӗ. Çапла эпӗ сайтра заявка ятăм. Кăшт вăхăт иртсен собеседование йыхăрчӗç. Март уйăхӗнче волонтерсен спиокӗ тухрӗ. Унта эпӗ те хамăн ята тупрăм. Кун хыççăн тӗрлӗ тренингсене çӳрерӗм. Халӗ эпӗ - волонтер, - пӗлтерчӗ вăл пире Конфедерацисен Кубокне мӗнле майпа лекнине.

Тӗнче шайӗнчи спорт ăмăртăвне ирттернӗ çӗрте волонтерсен ӗçӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ те курăмлă. Çак ӗçе, паллах, чăваш яш-кӗрӗмӗ те хутшăнмасăр юлмасть. «Аталан» çамрăксен ушкăнӗн представителӗсем те пулни уйрăмах савăнтарать. Пирӗн вара вӗсене ăмсанмалли кăна юлать. Мӗншӗн тесен вӗсем мероприятие куракансем кăна мар, хутшăнса чун кӗртекеннисем те. Хальхинче те акă вӗсем Конфедерацисен Кубокӗн хăш çӗршыв болельщикӗсем чи лайăххине палăртма пултарчӗç. Хусанта паянхи кунччен иртнӗ темиçе матчран чи асра юлаканни Еленăшăн пӗрремӗшӗ пулнине каларӗ.

- Волонтер пулма питӗ интереслӗ, мана пӗрремӗш Мексика - Португали матч килӗшрӗ. Мексиканецсем питӗ аван та тараватлă çынсем. Матч хыççăн эпир вӗсемпе тӗрлӗ ташăсем ташларăмăр. Ламбадăран тытăнтăмăр та.. Вăл баттл пек иртрӗ. Вара мексиканецсем хăйсен ташшине ташласа кăтартрӗç, - хавхаланса пӗлтерчӗ чăваш пики .

Еленăна паян та çăмăл мар, çурма финала пин-пин болельщик килсе çитрӗ. Матч хӗрӳ иртесси те паллă. Португали сборнăйӗн чемпион ятне сыхласа хăвармалла, Чилин те финала тухмалла, вăл та çӗнтерме килнӗ. Еленăна эпир паянхи матчра ывăнмасăр ӗçлеме ăнăçу сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев