Чăваш каччине Европа пӗлет
Шупашкар каччи Асамат Балтаев 22-ре кăна пулсан та Европăра палăрма ӗлкӗрнӗ. Вăл хальхи вăхăтра Чехи çӗршывӗнче чи лайăх çамрăк художник-медальерсенчен пӗри. Кунти Яблонец-над-Нисой хулинчи укçа тата медальер пултарулăхӗн профессилле аслă шкулне тин кăна пӗтернӗскер, хальхи вăхăтра Чехин Наци банкӗпе тата Чехин укçа çурчӗпе çыхăну тытать. Пӗлтӗр кӗркунне вăл Ленинград блокадине...
Шупашкар каччи Асамат Балтаев 22-ре кăна пулсан та Европăра палăрма ӗлкӗрнӗ. Вăл хальхи вăхăтра Чехи çӗршывӗнче чи лайăх çамрăк художник-медальерсенчен пӗри. Кунти Яблонец-над-Нисой хулинчи укçа тата медальер пултарулăхӗн профессилле аслă шкулне тин кăна пӗтернӗскер, хальхи вăхăтра Чехин Наци банкӗпе тата Чехин укçа çурчӗпе çыхăну тытать. Пӗлтӗр кӗркунне вăл Ленинград блокадине Çӗнӗ Зеландири 5 долларлăх укçа çине ӳкернӗ.
Апла пулин те каччă малашне куенӗпе кăна ӗçлеме шутламасть, унăн ӗмӗчӗ - анимаципе комикс. Чăваш халăх культуринчи сăнарсем тăрăх мультфильмсемпе комикссем ӳкерме ӗмӗтленет. Асамат Балтаевăн пултарулăхӗпе паллашма шупашкарсен те май пулчӗ. Июлӗн 6-мӗшӗнче Чăваш Наци музейӗнче унăн «Монетное искусство» куравӗ уçăлчӗ.
2014 çулхи октябрь уйăхӗнче Чехин укçа çурчӗ хăйне евӗрлӗ проект пуçарсан унта пирӗн ентешӗмӗр те хутшăнмасăр юлман. Паллă ювелир Густав Фаберже çуралнăранпа 200 çул çитнине халалласа Фаберже стилӗпе çăмарта коллекцине хатӗрленӗ иккен. Çăмартасен ăшне вара ылтăн-кӗмӗл укçасем хунă. Çак укçасен авторӗ шăпах чăваш каччи Асамат Балтаев пулнă та.
Асамат художниксен çемйинчен. Тимӗрпе ӗçлес ăсталăх ăна юнпа куçнă тесен те юрать. Ашшӗ Николай Балтаев ЧР тава тивӗçлӗ художникӗ, медальер, гравировщик, аслашшӗ те Чăваш Енри Елчӗк районӗнчи паллă тимӗрçӗ пулнă. Сăмах май, амăшӗ Людмила Балтаева та творчество çынни, вăл чăваш тумтирне çӗлет.
Ачисене хăйсенчен ăстарах, ăнăçлăрах курасси кашни атте-аннен ӗмӗчӗ. Балтаевсен ку енӗпе мухтанмалăх та пур. Çирӗм урлă тин каçнă ывăлӗн ятне ав, Европа пӗлет. Тӗрӗссипе, Асамата вăхăтӗнче амăшӗ çине тăрсах шăл тухтăрне вӗренме янă пулсан, çакăн пек маçтăр пурри çинчен халӗ илтмен те пулăттăмăр-и?
Ывăлӗн шăпине ашшӗ темиçе çул каялла хăй Санкт-Петербургри А.Л. Штиглиц ячӗллӗ художествăпа промышленность академийӗнче вӗреннӗ чухне, студентсемпе ылмашу программипе Чехие кайсан, медальерсен шкулӗнче экскурсире пулнă чухне татса панă тесен те юрать. Шăпах унтан илсе килнӗ брошюра темиçе çултан ывăлне ют çӗршыва вӗренме ярас ыйту тухсан пулăшнă та.
- Чехире эпӗ Турноври художествăпа прикладной вăтам шкулта вӗрентӗм. Ăна пӗтерсен малалла ăçта вӗренме каясси пирки шутлама тытăнтăм. Раççее таврăнас шухăш та пурччӗ. Анчах та Турноври юлашки, тăваттăмӗш курсра Яблонец-над-Нисой хулинчи укçа тата медальер пултарулăхӗн профессилле аслă шкулӗнче симпозиумра пулса курма тиврӗ, вăт кун хыççăн кунта вӗренес шухăш çуралчӗ, - тет вăл кун пирки «Пражский телеграф» интернет-хаçата панă интервьюра.
Асамат Балтаев сăмахӗсемпе, медаль хатӗрлес ӗç хăвăрт пулмасть. Пӗр медальпе эрни-эрнипех лармалла. Ку е вăл тематикăпа задани илсен информацие интернетра, кӗнекесенче шырать, сăнӳкерчӗксем пăхать, кайран тин сăнар куç умне тухать иккен. Эскиза малтан пӗчӗк размерпа хатӗрлет, унтан пысăкрах ӳкерет. Кайран гипсран хатӗрлесе укçа çуртне ăсатать. Кунта эскиза пӗчӗклетеççӗ. Кирлӗ-тӗк компьютерпа корректировка тăваççӗ. Кайран тин формине шăратса кăлараççӗ.
Çурт, кӗпер ӳкерчӗкӗ чи чăкăлтăшли-мӗн, çуртăн чӳречипе алăкне, кӗпер аркки - кашни пӗчӗк пай таранах ӳкермелле.
Каччăн шухăшӗпе, кунта Турă панă талант пурри кăна çителӗксӗр, пысăк чăтăмлăх, тăрăшулăх кирлӗ. Чăтăмлăхӗ вара чăваш каччин ăмсанмалăх та пур, ăна ашшӗ мӗн пӗчӗкрен кашни кун сехечӗ-сехечӗпе ларса ӳкерме хăнăхтарнă. Халӗ çак хăнăху Асамата нихçанхинчен ытла пулăшать.
Укçа-медаль хатӗрлес ӗçӗ Асаматăн лайăх пырсан та вăл çак ӗçпе кăна лăпланма шутламасть. Творчество çынни пулнăскер, хăйне ытти сферăсенче те курать. Пӗчӗк чухнех мультфильмсем пăхнă хыççăн сăнарсем шутласа тупса ӳкерме юратнă, çавăнпа хăйне малашне анимаципе комикс ӳкерессинче курать.
- Герой сăнарне ӳкернӗ чухне аниматорсем усă куракан мелсем мана çывăх та ăнланмалла. Çавăнпа хăçан та пулсан хамăн геройсене шутласа тупма ӗмӗтленетӗп. Халӗ вара вӗренетӗп, опыт пухатăп-ха. Мана яланах Бэтмен, Тимӗр çын сăнарӗсем килӗшнӗ. Вӗсем чăнах та чаплă, апла пулин те вӗсем пирӗн мар, ют çӗршывсен. Манăн вара хамăр халăх паттăрӗсене сăнарлас килет. Пирӗн культура пуян, кун пек сăнарсем нумай. Вӗсенчен пӗри акă - Улăп,- тет Асамат.
Европăра профильпе тарăн пӗлӳ илнӗ çамрăк ентешӗмӗрӗн карьери çапла ăнăçлă пуçланни, паллах, пире чăвашсене пурне те савăнтарать. Унра наци туйăмӗн çирӗп шăнăрӗ пурри вара пушшех те мăнаçлантарать. Маттур, Асамат! Сан пек талантлă, ăслă каччăсем пур чухне тӗнче искусствинче чăваш сасси пӗрре мар илтӗнӗ-ха апла. Ăнăçу сана, чăваш ачи!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев