Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Чăваш» сăмах мӗне пӗлтерет?

Халичченех ăсчахсем чăваш халăхӗн ячӗ ăçтан тухса кайни пирки тавлашса пӗр шухăш патне пырса тухаймаççӗ. Сӗнӳсем питӗ нумай, анчах вӗсенчен пӗри те тӗп-тӗрӗс, татăклă хурав параймасть. Эпӗ ку енӗпе хамăн шухăша пӗлтересшӗн. «Авалхи çăлкуçсене питӗ тимлӗн тӗпченӗ хыççăн «чăваш» сăмах XVI ӗмӗр пуçламăшӗнче çеç курăнма пуçланине асăрхарăм. Тӗлӗнмелле. Самаях йышлă...

Халичченех ăсчахсем чăваш халăхӗн ячӗ ăçтан тухса кайни пирки тавлашса пӗр шухăш патне пырса тухаймаççӗ. Сӗнӳсем питӗ нумай, анчах вӗсенчен пӗри те тӗп-тӗрӗс, татăклă хурав параймасть. Эпӗ ку енӗпе хамăн шухăша пӗлтересшӗн.

«Авалхи çăлкуçсене питӗ тимлӗн тӗпченӗ хыççăн «чăваш» сăмах XVI ӗмӗр пуçламăшӗнче çеç курăнма пуçланине асăрхарăм. Тӗлӗнмелле. Самаях йышлă халăх пирки маларах асăнни пачах та çук. Шăпах çав вăхăталла пӗтӗм Европăпа Азире тенӗ пекех палăрнă халăхăн - пăлхарсен - ячӗ историрен çухалать. Чăвашсем маларах «пăлхар» ятпа çӳремен-ши?» - çавăн пек шухăш патне илсе пырать пире XX ӗмӗр пуçламăшӗнчех «Чăваш историйӗ» очерк авторӗ Турхан Энтри. Очерк алçырăвӗнче вăл тăван халăх историйӗ пирки çӗнӗ, кăсăклă чылай сӗнӳ патне пырса тухать.
Очеркăн кӗскетнӗ варианчӗ 1917 çулхи Хусанта (1917 çулхи май уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 1918 çулхи январӗн 1-мӗшӗччен) тухса тăнă «Хыпар» хаçатăн темиçе номерӗнче пичетленнӗ. Пирӗн халăх историйӗ пирки чăвашла çырнă чи малтанхи хайлав çакă. «Хыпар» хаçат редакцийӗ çавăн чухнех очерка уйрăм кӗнекен кăларма хатӗрленнӗ. Очеркăн тулли вариантне калăпласа пӗтерни çинчен редактор очерк авторне пӗлтернӗ, унпа кӗнеке кăларас тӗлӗшпе килӗшӳ тунă, анчах кӗнеке тухса ӗлкӗреймен, власть Хусанта большевиксен аллине куçнă, хатӗр набор ăçта çухални паллă мар. Энтри хăйӗн алçырăвӗнче ытларах хăйӗн вӗрентекенӗ Н.И. Ашмарин ӗçӗсем çине таянать. Анчах пирӗншӗн питех паллă мар ăсчахсем каласа хăварнипе те анлăн усă курать вăл.
Австри дипломачӗ 1517, 1526 çулсенче вырăс çӗрне - Московие элчӗ пулса икӗ хут килсе кайнă Сигизмунд Гербештейн хăйӗн «Записки о Московии» кӗнекинче Хусан ханӗсен çарӗнче ытларах çармăссемпе чăвашсем çапăçни, вӗсем карап ӗçне пӗлекен чи лайăх та ăста тӗл перекенсем пулнине палăртнă.
Семен Ульянович Ремезов летопиçӗсенче Кучум ханăн çарӗнче чăваш салтакӗсен («вои-чуваши») отрячӗ пулнине асăннă. Вӗсене Çӗпӗр ханӗ Кучум Хусантан илсе килнӗ иккен. Çав вăхăталла Хусанта çӗнӗ ханлăх пулса тăнă ӗнтӗ. Ăна Крым ханӗсем, Хусан кнеçне Ăсана парăнтарса вӗлернӗ хыççăн никӗсленӗ. Ханлăх Хусан тавралăхне чылай çӗнӗлӗхсем кӗртнӗ.
Чăвашсем пирки малтан асăннă çăлкуçсенчен вӗсем пирӗн ума çар ӗçне лайăх пӗлекен, çапăçма юратакан халăх пек тухса тăраççӗ. Çакна Турхан Энтри «чăваш» сăмах юнашар халăхсен чӗлхинче мӗне пӗлтернине илсе кăтартса çирӗплетет. Алçырăвӗнче вăл Крымра халичченех упранса юлнă чăваш сăмахӗсене те илсе кăтартать. Çав шутра Крым çурутравӗнче «çӗрнӗ тинӗс» - Сиваш (Чăваш) заливӗ, Ялта хули, Тарханкут, Новый Чуваш ялӗсем, Самарчик (Самар чикки), Артыш (урташ), Баян кассы (Пуянкасси), Тилли Кая, Арман Кая, Чикене тата ытти топонимсем.
Крым çинчен калаçу пуçланă май «ВКонтакте» сайтра Николай Мефодьев çак ыйтупа хăйӗн шухăшӗсене пӗлтерни самаях кăсăклă пек туйăнчӗ. Çурутравра Чуваш-кой ятлă ту (сыхлăх сăрчӗ) пуррине асăнать вăл. «Субаш» тӗрӗк чӗлхинче çарпуçӗ, наместник тенине пӗлтерет тет. «Чăваш çӗрӗнче те Крымпа пӗр пекрех ят - Крымсарайкассы пур. «Шупашкар» сăмах та субаш сăмаха аса илтерет тесе çырать. Ку хула авал Крым наместникӗн - Субаш-ханăн ставки пулнипе çак ята илнӗ-мӗн унăн шучӗпе. Паллă ӗнтӗ, Крым Турци вассалӗ пулнă. Унта Турци гарнизонӗсем, унăн наместникӗсем пулнă. Турцире султан гвардине тата унăн наместникӗсен гвардине «чауши» тесе чӗннӗ. Крым ханӗсен династийӗ урлă чаушсем çар сословийӗ пулса Хусан ханлăхне çитме пултарнă пулать. Кунта кăштах улшăнса вăл сăмах «чăваш» пек илтӗнме пуçлать имӗш. Малтанласа çак сăмах çар сословине çеç пӗлтернӗ. Малтанхи чаушсем Крым ханӗсен аякран килнӗ дружинникӗсем пулма пултарнă. Хăйсен влаçне çирӗплетес тӗллевпе Хусан ханӗсем ку тăрăхра çар реформи туса ирттереççӗ. Вырăнти халăх сийне те «чаушсем (чăвашсем)» теме пуçлаççӗ. Чăвашсем ерипен пăлхар халăхӗн сийӗ пулса тăраççӗ те пăлхар ятне хӗссе кăлараççӗ. Çакăн пек шухăш патне илсе пырать пире Н.Мефодьев. Унăн сăмахӗпе, ку логика тӗлӗшӗнчен питӗ тӗрӗс верси. Анчах килӗшме унпа çавах та йывăр.
Турхан Энтри Крымпа чăвашсем хушшинчи çыхăнăва чылай маларах, çурутравра тахçан пурăннă хасарсем - авалхи чăвашсен мăн аслашшӗсем урлă ăнлантарать. Унăн шучӗпе, Крым ханӗсем киличченех пăлхар халăхӗ хушшинче уйрăм çар сос­ловийӗ чăнах та пулнă. Анчах та ку сословие чаушсем мар, турхансем тесе чӗннӗ.
Çакна К.Фукс хăйӗн «Патша кӗнекинче» палăртать. Ку кӗнекере чăвашсене 1469 çулта асăннине шута илсен, чăвашсен этника ятне XVI ӗмӗртен мар, XV ӗмӗртен пуçласа асăнма тытăнни паллă. Ку çеç те мар. Кӗнекеренех чăвашсем 1469 çул тӗлне пăлхар халăхӗн самаях çирӗпленнӗ, чи йышлă сословийӗ пулни курăнать. Анчах Н.Мефодьев çирӗплетнӗ пек çар сословийӗ мар, çӗр ӗçӗпе пурăнакансен сословийӗ. Кӗнекере илсе кăтартнă XV ӗмӗрте иртнӗ çырав пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, вăл вăхăтра Атăлăн сăртлă çыранӗнче мишерсем, çармăссем, ирçе-мăкшăсем, чă­вашсем пу­рăнни паллă. Чăвашсен шучӗ кунта ытти халăхсене пӗрле пӗрлештерсен те ытларах пулать. Çапла вара ку вăхăтрах чăвашсем уйрăм халăх пек çи­рӗп­ленсе пыни паллă. «Чăваш» ят чылай маларах пулса кайнă тесе шутлама майсем пур.
Ку енӗпе Александр Семенов тӗпчевçӗ ăнлантарни те вырăнлă пулӗ. Вăл хăйӗн ӗçӗсенче чăваш этника ятне çирӗплетме вырăс (тен, чăваш) кнеçӗ Пестрый (Чувар - чăпар) витӗм кӳме пултарни пирки сӗнӳ панăччӗ. Ун сӗнӗвӗ тăрăх, «чăваш» ят тата та маларах пулнă пулса тухать. «Чауш» сăмахпа ниепле те çыхăнтараймастăн ăна.
Ибрагим ханăн 1469 çулхи çыравӗнче тутарсем çинчен пачах та асăнман. Хусан ханӗсен йышлă мар дружинине шутламасан вӗсем пулман та ун чухне. Апла пулсан тутар халăхӗ каярах, мишерсемпе мăсăльман тӗнне йышăннă чăвашсен шучӗпе йӗркеленнӗ.
Турхан Энтри чăвашсене икӗ ушкăна пайлать. Ар чăвашсем - çапăçакансем тата сӗв чăвашсем - йăвашшисем, çӗр, ытти ӗçсемпе тăранса пурăнакансем. Сӗв чăвашсем ытла йăваш пулнипе вӗсене «чăваш» тесе ят панă текен шухăш та мӗлтлетсе илет вăл çырнисенче.
Ибрагим хан çыравӗн материалӗсенче тата тепӗр халăха асăннă. Çакă вăл халăх йышӗпе иккӗмӗш вырăнта тăракан турхансем. Шăпах çакă ӗнтӗ вăл пăлхарсен çар сословийӗ. Пачах та чаушсем мар. Турхан Энтри çырса хăварнă тăрăх, каярах турхансен пӗр пайӗ, мăсăльман тӗнне йышăнни, тутар халăхне йӗркелеме хутшăннă. Тепӗр пайӗ анатри чăвашсем пулса тăнă. «Чăваш историйӗ» пирвайхи чăвашла очеркăн авторӗ çирӗп­летнӗ тăрăх, вӗсене XVIII ӗмӗр пуçламăшӗнче те «служилые татары» тесе чӗннӗ-ха. Хальхи вăхăтра çар сословийӗ, чӗлхи пирӗннинчен питӗ сахал уйрăлса тăнипе чăвашсен шутне кӗнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев