Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чăваш театрӗн 100 çулхи юбилейӗ Хусанта

(Ирина Трифонова) К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ Хусанта (1918 ç., январӗн 27-мӗшӗ) йӗркеленсе кайни пирки пӗлмен чăваш çук. Малтанласа театр коллективӗ хăйне «Чăваш драми» тесе палăртнă, каярахпа «Чăвашсен куçса çӳрекен совет театрӗ» пулса тăнă, 1933 çулта академи ятне илнӗ, 1959 çултанпа К.В.Иванов ятне йышăннă. Чăваш театрӗ хăйӗн репертуарне...

(Ирина Трифонова) К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ Хусанта (1918 ç., январӗн 27-мӗшӗ) йӗркеленсе кайни пирки пӗлмен чăваш çук. Малтанласа театр коллективӗ хăйне «Чăваш драми» тесе палăртнă, каярахпа «Чăвашсен куçса çӳрекен совет театрӗ» пулса тăнă, 1933 çулта академи ятне илнӗ, 1959 çултанпа К.В.Иванов ятне йышăннă.

Чăваш театрӗ хăйӗн репертуарне вырăс драматургӗн А.Н.Островскин «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» («Не так живи, как хочется») спектаклӗпе пуçланă. Режиссерӗ И.С.Максимов-Кошкинский пулнă.

Кăçал Чăваш патшалăх драма театрӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул çитет. Çак сумлă мероприятие театр Хусанта та палăртса хăварасшăн. Кун пирки пире театрăн илемлӗ пултарулăх ертӳçи, режиссерӗ, СССР халăх артисчӗ Валерий Яковлев хăй пӗлтерчӗ.

Хусанта февраль уйăхӗнче вӗсем хальхи ТЮЗра (шăпах çак çуртра 100 çул каялла чăваш театрӗ йӗркеленсе кайнă. -Авт.) хăйсен репертуарӗнчи чи пӗрремӗш спектакле лартма хатӗрленеççӗ.

- Пирӗн театрăн историйӗ Хусанпа тачă çыхăннă. Çавăнпа эпир юбилее Тутарстанăн тӗп хулинче те палăртса хăвармаллах тетпӗр. Островскин «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» пьесине лартасшăн. Хусанта пурăнакан чăвашсене пурне те спектакле кӗтетпӗр, - терӗ Валерий Николаевич Шупашкарта тӗл пулсан.

Паянхи куна спектакль кунне палăртман-ха. Ун пирки сире уйрăммăн çырса пӗлтерӗпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев