Сувар

Чăваш журналӗсем айккинче юлчӗç

Казахстанри Туркестан хулинчи Тӗрӗк чӗлхисемпе тухакан литература журналӗсен редакторӗсен 8-мӗш конгресӗ иртет. Унта Турци, Иран, Молдова, Азербайджан, Узбекистан, Кăркăсстан, Казахстан, Раççей çӗршывӗсенче тухса тăракан журналсен ертӳçисем хутшăнаççӗ. Пирӗн çӗршывран Тутарстанпа Пушкăртстан журналисчӗсен йышлă делегацийӗсем те пур. Çав шутра «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев та. Шел пулин те, Шупашкарти чăваш...

Казахстанри Туркестан хулинчи Тӗрӗк чӗлхисемпе тухакан литература журналӗсен редакторӗсен 8-мӗш конгресӗ иртет. Унта Турци, Иран, Молдова, Азербайджан, Узбекистан, Кăркăсстан, Казахстан, Раççей çӗршывӗсенче тухса тăракан журналсен ертӳçисем хутшăнаççӗ. Пирӗн çӗршывран Тутарстанпа Пушкăртстан журналисчӗсен йышлă делегацийӗсем те пур. Çав шутра «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев та. Шел пулин те, Шупашкарти чăваш журналӗсем форум айккинче тăрса юлаççӗ.
Çак тӗлпулăва «Тюрксой» организаци, Тӗрӗк çыравçисен «Евразия» пӗрлешӗвӗ пулăшнипе йӗркеленӗ. Конгреса Турцири «Кардешлер» журналпа ертӳçи Якуб Омероглу ертсе пычӗ.
Унта тӗрӗк тӗнчинчи литературăн пӗтӗмӗшле аталанăвне пăхса тухаççӗ, йывăрлăхсене палăртса вӗсене татса памалли çулсене шыраççӗ.
Вăрăм пулать-и тӗрӗк чӗлхисемпе тухакан журналсен ӗмӗрӗ? Вăрттăнлăх мар, литература журналӗсен пичет версийӗсем паянхи кун тираж мухтанаймаççӗ. Вӗсенчен ытларах интернетри журналсем çитӗнӳ тăваççӗ. Тӗслӗхе Ташкентра тухса тăракан «Зиоуз» (Çутӗç) журнала илме пулать. Ăна кунсерен 10-шар пин çын Интернетра вулать. Халăх литературине пӗр çӗре пуçтарнă интернет-кăларăм учительсемпе вӗренекенсем валли кӗске вăхăтра кирлӗ хатӗре çаврăннă. Узбек халăхӗн хăйне евӗр электронлă энциклопедийӗ вăл. Илемлӗ сăмаха çухалма, кивелме памасть, ăна тӗнче уçлăхне кăларать.
Çак ăнăçлă ӗçӗн тӗслӗхӗ хавхалантарать.
Çав вăхăтра хăйсен литературинчен уйрăлни халăхсене культурăпа чӗлхене çухатса пыма «пулăшни» куçкӗрет. Глобализаци витӗмне хирӗç тăма пултараймасан халăхсем хăйсен сăн-сăпатне паллама (уйăрма) çук улăштарасси, урăхла каласан нишлӗхре юласси те паллă.
Ку чухне Казахстанри наци политикине тӗслӗхе илни те вырăнлă пулӗ. Нурсултан Назарбаев ертсе пыракан респуб­ликăра чӗлхе тата культура аталанăвне нацин ӳсӗм çулӗнчи никӗсне хуни паян хăйӗн çимӗçне парать. Çӗршыва пырса кӗрсенех халăх пурнăçӗнче тăван чӗлхе вырăнӗ çирӗп пулнине асăрхатăн. Çав вăхăтра ытти чӗлхесем те тимлӗхсӗр мар. Туркестан - тӗрӗк тӗнчин авалхи тӗп хули пулнă. Паянхи кун унăн аталанăвне пысăк инвестицисем хываççӗ, халăхсен хушшинчи университет ӗçлет. Журналистсене кунта пуçтарни те пысăк пӗлтерӗшлӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: