Сувар

ЧĂВАШЛА КАЛАВ ÇЫРСА ПĔТĔМ ТĔНЧЕ ШАЙĔНЧЕ ĂМĂРТМА ЙЫХРАВЛАТПĂР!

2018 çулта калавсен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери 5-мĕш ăмăртăвĕ пулать. Чăваш Çыравçисен пӗрлӗхӗ конкурсăн чăваш тапхăрне ирттересси çинчен пĕлтерет.

2018 çулта калавсен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери 5-мĕш ăмăртăвĕ пулать. «Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕ» (ÇИП) юридици сăпачĕ йĕркелемесĕр ĕçлекен Чăваш тăрăхĕнчи халăх пĕрлĕхĕ (штаб-хваттерĕ Чăваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарта вырнаçнă, ертӳçи Виталий Родионов профессор, филологи ăслăхĕсен докторĕ) «Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕ» юридици сăпачĕ йĕркелесе ĕçлекен пĕтĕм тĕнчери халăх пĕрлĕхĕпе пĕрле (штаб-хваттерĕ Турци Республикин тĕп хулинче Анкарара вырнаçнă, ертӳçи Якуп Омероглу доцент, ветеринари ăслăхĕсен докторĕ) 2018 çулта калавсен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери 5-мĕш ăмăртăвĕн чăваш тапхăрне ирттересси çинчен пĕлтерет. Чăваш тапхăрĕнче çĕнтернĕ калава турккăлла куçарса пĕтĕм тĕнче шайĕнчи ăмăртун йĕркелӳ ушкăнне тăратаççĕ.

1. Ăмăртăва хутшăнас текен çыравçăсен калава чăн авторне кăтартмасăр, ăмăртăва хутшăнмалли ятарлă хушма ятпа (е шифрпа) çеç палăртса, 2018 çулхи çурла (август) уйăхĕн 31-мĕшĕччен ăмăртăвăн тӳре ушкăнне çитерсе памалла е çак адрессенчен пĕрне ярса памалла:

Шупашкар - 428031, Илья Арсентьевич Иванов валли, ыйтса иличчен е электронлă çырупа: illesuvar@gmail.com

Шăнкăравласа уçăмлатма çак кĕсье телефонне уйăрнă: 8-961-348-73-89.

2. Ăмăртăва хутшăнакан калавсен маларах ытти ăмăртусен çĕнтерӳçи пулмалла мар тата ниçта та пичетленменнисем пулмалла.

3. Калав теми – ирĕклĕ.

4. Ăмăртăва пĕр авторăн икĕ хайлавран ытла тăратма юрамасть. Калав 1.000 (пĕр пин) сăмахран пĕчĕкрех тата 10.000 (вунă пин) сăмахран пысăкрах пулмалла мар.

5. Калавсене ăмăртăва ятарлă хушма ятпа (е шифрпа) çеç палăртса тăратмалла. Авторĕ камне маларах пĕлме пулăшакан хуть те мĕнле паллă тупăнсанах, калава ăмăртуран сиреççĕ.

6. Çыравçăн хăйĕн паспорчĕн (е харкамлăха палăртакан ытти ĕçлĕ хутăн) ĕмĕлкине, тулли адреслă тата çыханмалли телефон номĕрĕллĕ хута, биографине тата хăйĕн пĕр сăн ӳкерчĕкне пĕчĕк кипкене хурса, ăна калавсемпе пĕрле пысăк кипкене чиксе ярса памалла.

 7. Калава компьютерпа 12-мĕш шрифтпа пичетлесе 6 экземпляр ярса памалла, çумĕнче флешкă çине Word форматпа çыртарнă электронлă вариант хурса ямалла.

Калава çавăн пекех çӳлерех кăтартнă e-mail-па та ярса пама юрать, ун пек чухне авторăн ĕçлĕ хутсене пĕрех почтăпа ярса памалла.

8. Калавсене авторне тавăрса памаççĕ тата вăл автор хакĕ (прави) пирки ыйту хускатаймасть.

9. Парнеллĕ вырăн йышăннă хайлавăн пур енлĕ хакĕсем (прависем) «Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕн» пулаççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, калавсен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери 5-мĕш ăмăртăвĕн ĕç йĕркине çапла палăртса хунă:

2018 çулхи çурла (август) уйăхĕн 31-мĕшĕ – ăмăртăвăн вырăнсенчи (наци) тапхăрне хутшăнма хайлавсем ярса памалли юлашки кун.

2018 çулхи авăн (сентябрь) уйăхĕн 30-мĕшĕ - ăмăртăвăн вырăнсенчи (наци) тапхăрĕн çĕнтерӳçисене пĕлтермелли кун.

2018 çулхи юпа (октябрь) – чӳк (ноябрь) уйăхĕсем - ăмăртăвăн вырăнсенчи (наци) тапхăрĕн çĕнтерӳçисене чыслав.

2018 çулхи чӳк (ноябрь) уйăхĕ – ăмăртăвăн тĕнче шайĕнчи тапхăрне хутшăнакан хайлавсене хаклав.

2018 çулхи раштав (декабрь) уйăхĕ - ăмăртăвăн тĕнче шайĕнчи тапхăрĕн çĕнтерӳçисене чыслав. Чыслав Турци Республикин тĕп хулинче Анкарара пулать.

Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕ (ÇИП) Калавсен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери 5-мĕш ăмăртăвĕн чăваш тапхăрне ирттерме тӳре ушкăнĕ туса хунă:

1. Илле – çыравçă, калавсен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери 3-мĕш тата 4-мĕш ăмăртăвĕсен чăваш тапхăрĕн çĕнтерӳçи, 3-мĕш ăмăртăвăн тĕнче тапхăрĕнче хавхалантару парнине тивĕçнĕскер, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (тӳре ушкăнĕн ертӳçи).

2. Николай Осипов – И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин вĕрентекенĕ, филологи ăслăхĕсен докторĕ, профессор.

3. Ирина Кириллова – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăхĕсен институчĕн филологи енĕпе ĕçлекен ăслăхăн ертсе пыракан ĕçтешĕ, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ, доцент.

4. Вера Никифорова - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăхĕсен институчĕн филологи енĕпе ĕçлекен ăслăхăн аслă ĕçтешĕ, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ.

5. Николай Ларионов – журналист, çыравçă, Митта премийĕн лауреачĕ, Митта хунтин (фончĕн) канашĕн ĕçтешĕ.

Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕ калавсен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери 5-мĕш ăмăртăвĕн вырăнти (наци) тапхăрĕн çĕнтерӳçисем валли виçĕ парне туса хунă:

Пĕрремĕш парне: 2.500 Турци лири.

Иккĕмĕш парне: 1.500 Турци лири.

Виççĕмĕш парне: 1.000 Турци лири.

Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕ калавсен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери 5-мĕш ăмăртăвĕн пĕтĕм тĕнче тапхăрĕн çĕнтерӳçисем валли тăватă парне туса хунă:

Пĕрремĕш парне: 20.000 Турци лири.

Иккĕмĕш парне: 15.000 Турци лири.

Виççĕмĕш парне: 10.000 Турци лири.

Хавхалантару парни: 5.000 Турци лири.

Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕ (ÇИП) калавсен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчери ăмăртăвĕн чăваш тапхăрĕн çĕнтерӳçи çитес ăмăртура чăваш тапхăрĕн тӳре ушкăнне ертсе пырассине палăртса хунă.

Тӳре ушкăнĕн ĕçтешĕн çывăх çыннисем ăмăртăва хутшăнма пултараймаççĕ.

Тӳре ушкăнĕ ăмăртăва хутшăннă, анчах парнесене тивĕçмен çыравçăсен ятне халăха уççăн хыпарлассине пăрахăçлать, вĕсен хайлавĕсене пичетлес ыйту сиксе тухсан, ыйтăва енсем çураçса татса параççĕ.

Чăваш тапхăрĕн çĕнтерӳçи хăйĕн калавне тĕнче тапхăрне хутшăнмашкăн турккăлла куçарттарассине хăй çине илет.

Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕн

(ÇИП) ертӳçи В.Г.РОДИОНОВ.

2018 çулхи çĕртме (июнь) уйăхĕн 19-мĕшĕ.

Шупашкар хули. ( Сăнӳкерчӗк «Татар-информăн»).

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: