Сувар

Чăвашла пӗлекен Айрат

Чăвашсене тӗрӗк тӗнчинче питӗ хисеплеççӗ тесе хăюллăн калама пулать. Николай Ашмаринăн 17 томлă словарӗ халӗ те нумай тăванла халăхшăн сăмахлăх пуянлăхӗн тӗслӗхӗ пулса тăрать. Петӗр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур пулатпăр!» каларăшне Пӗтӗмтӗнчери Тӗрӗк çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн девизӗ туса хунă. Ытти тӗслӗхсем те çителӗклӗ. Çыравçă, поэт, публицист, куçаруçă, художник, тюрколог, вун пӗр...

Чăвашсене тӗрӗк тӗнчинче питӗ хисеплеççӗ тесе хăюллăн калама пулать. Николай Ашмаринăн 17 томлă словарӗ халӗ те нумай тăванла халăхшăн сăмахлăх пуянлăхӗн тӗслӗхӗ пулса тăрать. Петӗр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур пулатпăр!» каларăшне Пӗтӗмтӗнчери Тӗрӗк çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн девизӗ туса хунă. Ытти тӗслӗхсем те çителӗклӗ.

Çыравçă, поэт, публицист, куçаруçă, художник, тюрколог, вун пӗр кӗнекен авторӗ Хусанта çуралса çитеннӗ Айрат Галимзянов пире çӗнӗ кӗнекепе паллаштарчӗ. Хусан-Шупашкар-Уфа хулисенче тухнă тесе çырнă унăн пӗлештерӳллӗ хуплашки çине. Кӗнеке пирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесессӗн унта ытти халăхсемпе пӗрле чăваш ячӗ те курăмлăн янăрать.

Çыравçă хăйӗн çӗнӗ «Семьдесят семь цветов радуги» кӗнекинче тутар, поляк, молдован халăхӗсен поэчӗсен сăввисене куçарса пичетленӗ, чăвашсене уйăрса хăварас темен. Чăваш поэтессин Альбина Юратун икӗ сăввинех турккă чӗлхине куçарни пур унта. Айрат Галимзянов пултарулăхне пула хайлав ют чӗлхепе те питӗ ансат вуланать. Ак пăхăр ха, мӗнле илемлӗ янăрать туркăлла куçарнă чăваш сăвви:

Ana dilim,

Benim Sevgim

«Atte», «Anne»

Sözleri,- kanɪm!

Тăван чӗлхем - хӗрӳ хӗлхем,

Ман киленӳ те чун уççи.

Атте-анне - юнри çеçкем,

Пурнăçăмри шур улмуççи.

Ачалăхри урам сасси

Ман чуншăн ырă çут парне.

Шăпам, калам сана тавсси,

Эп туйрăм юрату хӗмне.

Чӗрем çут кӗвӗпе тулли,

Чӗлхе юрри янрать манра.

Аваллăхăн асам кулли

Çиçет хӗвел пекех чунра.

Тăван чӗлхе тинӗсӗнче

Эп чӳхенетӗп çуталса.

Тăван сăмах юхăмӗнче

Ишетӗп хумсене çурса.

Чăваш чӗлхи ытамӗнче

Эп пӗлтӗм чăн телей хакне.

Ман умăмра черчен тӗнче

Тӗпчетӗп ун ăслăлăхне.

Тăван чӗлхе - эс чи чапли,

Çуках вăйли, хитри санран.

Тăван чӗлхе - эс йăх палли,

Эпир санпа пӗр тымартан.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: