Чăвашсем Чукоткăра та пурăнаççӗ

Мӗн шыраса тӗнчен тӗрлӗ кӗтесне саланнă-ши чăвашсем эпир? Кунта сăлтавӗ тӗрлӗрен. Ӗлӗк çӗр çитменнипе аякка кайнă пулсан, халӗ укçаллă ӗç инçе çула чӗнет. Камчаткăри çурутравра та акă, ентешсем сахалăн мар. Кунти чăвашсен «Канаш» обществине туса хунăранпа кăçал 25 çул çитет. Июнь уйăхӗн 23-27- мӗшӗсенче ЧНК Ман Канаш пайташӗ, Чăваш Енри...
Мӗн шыраса тӗнчен тӗрлӗ кӗтесне саланнă-ши чăвашсем эпир? Кунта сăлтавӗ тӗрлӗрен. Ӗлӗк çӗр çитменнипе аякка кайнă пулсан, халӗ укçаллă ӗç инçе çула чӗнет. Камчаткăри çурутравра та акă, ентешсем сахалăн мар. Кунти чăвашсен «Канаш» обществине туса хунăранпа кăçал 25 çул çитет.
Июнь уйăхӗн 23-27- мӗшӗсенче ЧНК Ман Канаш пайташӗ, Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗн ентешлӗхӗн пуçлăхӗ, район Пухăвӗн депутачӗ Андрей Геннадьевич Кузнецов аякри Камчатка çур утравӗнчи ентешсем патӗнче пулнине хыпарлать ЧНК пресс-служби. Вăл унти чăвашсен Акатуйне «Канаш» обществин ертӳçи Геннадий Иванович Григорьев йыхравланипе хутшăннă-мӗн. Сăмах май, Камчатка чăвашӗсем кăçалхи Акатуя хăйсен «Канаш» пӗрлешӗвӗн 25 çулне тата Чăваш Ен кунне халалласа ытти наци халăхӗпе пӗрле туслăн уявланă. Шупашкар хăни, паллах, Чăваш Енрен, ЧНКран пысăк салампа кайнă. Чи пултаруллă йăхташăмăрсене ЧНК президенчӗн Н.Угасловăн Тав çырăвӗпе те чысланă.
- Çын тăван тăрăхран мӗн чухлӗ аякрах пурăнать, çавăн чухлӗ уншăн тунсăхлать. Çав вăхăтрах тăван ен, туслăх, тăванлăх туйăмне тата та ытларах хаклать, хисеплет. Камчатка чăвашӗсенче çакна тата та ытларах туйса илтӗм. Вӗсемшӗн хăйсем патӗнче куракан кашни чăваш чи çывăх тăван пек», - тенӗ Андрей Кузнецов йăхташсем пирки.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
27 февраля 2021 - 10:20Ют çынсемшӗн кредит тӳлес темесен, парольсемпе пин-кодсене никама та ан пӗлтер Пӗрре ун патне палламан çынсем шăнкăравланă та хăйсем банк ӗçченӗсем пулнине, унăн ячӗпе кам-тăр кредит илме хăтланни пирки пӗлтернӗ. Кредит илес операцие пăрахăçлама пулăшатпăр тесе улталаса вӗсем хӗрарăма хăйсем мӗн хушнине пурнăçлама сӗннӗ. А. гражданка ыйтнине пӗтӗмпех тунă, хăйӗн телефонӗ çине килнӗ парольсене те каланă. Палламан çынсемпе калаçса пӗтерсен хӗрарăм мобильлӗ приложение кӗнӗ те хăйне кредит панине, унтан ăна палламан икӗ арçынна куçарнине курнă.000
-
27 февраля 2021 - 10:05Преступниксем вăрланă япалана сутма хăтланнă, анчах ӗç тухман Çамрăк çынсем вăрланине складран аяккарах илсе кайса машина çине тиенӗ те кӳршӗлле облаçа илсе кайнă. Те туянакан темшӗн хăйӗн шухăшне улăштарнă, те хакӗ пирки калаçса килӗшеймен – вăрăсене кӗске вăхăтрах пуйма май килмен. Полици çухалнă япалана шыранине илтсен хайхисем вăрланин пӗр пайне каялла тиесе килнӗ те çывăхри посадкăра пушатса хăварнă. Ăна часах хуçалăхра ӗçлекенсем асăрханă та каялла склада тавăрнă. Юлнă пайне каялла илсе килме май килменнипе çавăнтах çунтарса янă.500
-
26 февраля 2021 - 21:42Виталий Станьяла пысӑк наградӑпа чысланӑ Паян Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ, ҫивӗч ӑслӑ-тӑнлӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫынсенчен пӗри, Виталий Станьял (Никитин), сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ7601
-
26 февраля 2021 - 20:29«АТАЛАН» СĂВĂ КОНКУРСНЕ ПӖТӖМЛЕТРӖ 5 çултан пуçласа 50-ран иртнисем таранах сăвă каласа ăмăртрӗç7400
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ12100
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ6700
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.9001
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ251400
-
24 февраля 2021 - 14:47Ăмсанаканăн пуçӗ пăтранать, вара хăй мӗн тунине те ăнланмасть Ăмсанни вăл çапăçнинчен те юрăхсăртарах. Çапăçаканни сăлтавӗ пӗтсен çапăçма пăрахать. Каçару ыйтма та пултарать. Ăмсанакан вара нихăçан та юлташ пулмӗ. Пӗрремӗшӗ хирӗçтăрăва уççăн кăтартать, иккӗмӗшӗ – вăрттăн. Çапăçаканӗ хăйне мӗн килӗшменнине куçран калать, ăмсанакан вара ейкеленет, пăрăнать», – тенӗ Çветтуй. Ак пурнăçран тӗслӗх илер. Икӗ çын лайăх ӗç укçиллӗ вырăншăн тупăшать. Енчен те вӗсем кăмăл-сипет енчен чухăн, пурлăх енчен вара кăмăлӗ пысăк пулсан вӗсен хушшинче хирӗçтăру тухатех. Пӗри ӗмӗтленнӗ должноçа илсен уншăн конфликт пӗтет, тепри вара....23502
-
24 февраля 2021 - 08:32Чӑвашла кино Тутарстанпа утать "Кинон куракана вӑл кинозалта ларнине мантармалла", – тенӗ Роман Полански режиссер. Чӑвашла кино ҫакна тума пултарчӗ19000
-
25 февраля 2021 - 13:14Кума, атя кино курма! Вӑл Нурлат районӗнчи Якаелӗнче ҫуралса ӳсни, урамра Кама леш енчи шартламасем хуҫалансан та, тӗлпулусене уйрӑм ӑшӑлӑх туйӑмӗ кӗртрӗ. Ентеш-режиссёр "Священная роща чувашского кинематографа" фильма презентацилерӗ.14400
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика