Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чăвашсен 17 томлă словарьне çыраканӗ Турхан Энтрипе туслă пулнă

«Турхан Энтри чăвашсен ХХ ӗмӗр пуçламăшӗнчи паллă çыравçисен шутне кӗрет. Хăй вăхăтӗнче вăл сахал пичетленнӗ. Сăмах ăстин алçырăвӗсем паянхи тапхăрта та пысăк пӗлтерӗшлӗ. Килти архивӗнче упраннăскерсем аслă шкулти вӗренӳ программине те кӗчӗç ӗнтӗ. Çыравçă тăван халăха, тăван чӗлхене Çеçпӗлле хӗрӳлӗхпе юратнă. Çавăнпа та тăван литературăна çӗнӗлӗхсем кӗртме тăрăшнă. Турхан Энтри...

«Турхан Энтри чăвашсен ХХ ӗмӗр пуçламăшӗнчи паллă çыравçисен шутне кӗрет. Хăй вăхăтӗнче вăл сахал пичетленнӗ. Сăмах ăстин алçырăвӗсем паянхи тапхăрта та пысăк пӗлтерӗшлӗ. Килти архивӗнче упраннăскерсем аслă шкулти вӗренӳ программине те кӗчӗç ӗнтӗ. Çыравçă тăван халăха, тăван чӗлхене Çеçпӗлле хӗрӳлӗхпе юратнă. Çавăнпа та тăван литературăна çӗнӗлӗхсем кӗртме тăрăшнă.

Турхан Энтри революци юррисене чăвашла куçарнипе те палăрса тăрать. Кунпа пӗрлех вăл чăваш вулаканне кӗрешӗве чӗнекен прозăлла хайлавсемпе паллаштарма тăрăшнă. Е. Боголюбовăн «Спартак» брошюрине чăвашла куçарнă, поляк прозаикӗн К.Тетмайерăн «Хресчен ирӗклӗхӗшӗн» кӗнекине куçарса пичетленӗ. 1905 çулта Турхан Энтри Мольерăн «Хытă» камитне чăвашла куçарать. Революционерсен вăртăн ӗçӗ-хӗлӗ пирки «Тӗпсакай» пьеса çырать. Тăван халăхăн авалхи йывăр кун-çулӗ çинчен чăвашла чи малтан «Чăваш историйӗ» очерк çырса 1917 çулта «Хыпар» хаçатра пичетлет. Вăл революциччен чылай маларах чăвашла сăвăсем силлабо-тоника витӗмӗпе усă курса çырма тытăннă», - тесе çырнă Геннадий Юмарт Турхан Энтрин 2010 çулта уйрăм кӗнекен тухнă «Юлашки юррăм» çырнисен пуххин умсăмахӗнче.

Турхан Энтри 1903-1907 çулсенче Хусанта, вак халăхсем валли учительсем хатӗрлекен семинарире вӗреннӗ. Мемуарӗсенче семинари, унти йӗрке, учительсем çинчен аванах çырса хăварнă. Çав шутра Николай Иванович Ашмарин çинчен те. Çав çырнисемпе сире кăштах паллаштарасшăн паян:

«Вырăс преподавателӗсенчен халӗ те, 70 çула яхăн иртсессӗн, Николай Иванович Ашмарина лайăх астăвтăп. Вăл мана семинарири малтанхи кунсенченех питӗ килӗшрӗ, мӗншӗн тесен йышăну комиссийӗнче мана, чăваш ачине, хӳтӗлеме тытăнчӗ, йышăнма хистерӗ, комиссин ытти членӗсене эпӗ юлташăн - Диомедăн хучӗсем пăрахут çинче çухалнă пирки çырса панă заявление мухтарӗ. Каярах та вăл ман çине ытти вӗренекенсенчен урăхларах пăхатчӗ, пур енӗпе те пулăшса пыратчӗ», - тесе аса илнӗ вăл «Пӗр чăваш пурнăçӗ» ятлă мемуарӗсенче.

Семинарин аслă класӗсенче Турхан Хусанти Театр урамӗнче Бергамо курсӗсенче «Çитӗннисен аттестатне» (аттестат зрелости) илес тесе вӗреннӗ. Кунсăр пуçне Марксизма вӗренес тӗлӗшпе вăрттăн кружока та çӳренӗ. Яланах тенӗ пек кая юлса килнӗ, чылай чухне вăл çитнӗ çӗре семинари алăкӗсем питӗрӗннӗ пулнă ӗнтӗ. Энтри хăй пурăннă чухне аса илнӗ тăрăх, çакăн пек чухне ăна яланах Николай Иванович пулăшнă. Тепӗр чухне студент «аçаçиçӗм» иртессе Ашмарин пӳлӗмӗнче ларса ирттерни те пулкаланă.

«Эпӗ вырăсла-чăвашла словарь хатӗрлеме тытăннăччӗ. Çакăн çинчен Ашмарин пӗлнӗ, мана хăйӗн пӳлӗмне илсе кӗчӗ, словарь тума хатӗрлесе хунă сăмахсене çырнă карточкăсем вырнаçтарнă темиçе курупка кăтартрӗ. Çак пуянлăха курсан эпӗ намăсланса кайрăм - манăн пӗчӗк словарь пеккипе унăнне танлаштарма та йывăр-çке, хамăн сăмахсене усă курма ăна сӗнтӗм. Вăл манăн сăмахсенчен хăйне кирлисене суйлса илчӗ, хăйӗн словарьне кӗртрӗ. Анчах та кашни сăмах хыçне «Турх. А.» тесе палăртрӗ. Манăн сăмахсенчен пӗрне те çак паллăсăр усă курман вăл», - тесе çырса хунă Турхан Энтри мемуарӗсенче.
Архиври сăнӳкерчӗкре Н.Ашмарин варринче ларать

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев