Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанта эрех сутмаççӗ

Футболпа Тӗнче чемпионачӗ вăхăтӗнче Хусанта хăш-пӗр вырăнта эрех-сăра сутма чараççӗ. Кун çинчен постановление ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă, документа правăпа çыхăннă информацисен официаллă порталӗнче пичетленӗ. Çапла вара «урă» зонăсем çаксем: «Казань Арена» стадион умӗнчи территори, «Казань - 1», «Казань - 2» чукун çул вокзалӗсем, Хусан варри (Тӗп стадион, Бауман,...

Футболпа Тӗнче чемпионачӗ вăхăтӗнче Хусанта хăш-пӗр вырăнта эрех-сăра сутма чараççӗ. Кун çинчен постановление ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă, документа правăпа çыхăннă информацисен официаллă порталӗнче пичетленӗ.

Çапла вара «урă» зонăсем çаксем: «Казань Арена» стадион умӗнчи территори, «Казань - 1», «Казань - 2» чукун çул вокзалӗсем, Хусан варри (Тӗп стадион, Бауман, Петербургская, Набережная урамсем), «Южный», «Восточный» автовокзалсем тата «Казань» аэропорт.

Çак вырăнсенче июнӗн 15, 16, 19, 20, 23, 24, 26, 27, 29, 30-мӗшӗсенче тата июлӗн 5, 6-мӗшӗсенче эрех-сăра сутмаççӗ. Ку чару мундиаль иртнӗ кунсенче, июнӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 15-мӗшӗччен (июнӗн 29-мӗшӗ, июлӗн 4, 5, 8, 9, 12 тата 13-мӗшӗсемсӗр пуçне), фан-фест зонăсене те пырса тивет.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев