Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чи лайăх хăна çурчӗ

Тутарстан Республикин тараватлăх индустрийӗн ку çулти чи паллă пулăмӗ октябрь уйăхӗн вӗçӗнче иртсе кайрӗ пулин те ун çинчен асăнмасăр хăварма çук. Мӗншӗн тесен хăна çурчӗпе ресторан бизнесӗн аталанăвӗ республикăшăн пӗлтерӗшлӗ. Çак сферăсем Тутарстанăн пӗтӗмӗшле ӳсӗмӗн индикаторӗ пекех. Юлашки çулсенче Хусанта тӗнче шайӗнчи спорт тата ытти мероприятисем иртни те тараватлăх индустрийӗ...

Тутарстан Республикин тараватлăх индустрийӗн ку çулти чи паллă пулăмӗ октябрь уйăхӗн вӗçӗнче иртсе кайрӗ пулин те ун çинчен асăнмасăр хăварма çук. Мӗншӗн тесен хăна çурчӗпе ресторан бизнесӗн аталанăвӗ республикăшăн пӗлтерӗшлӗ. Çак сферăсем Тутарстанăн пӗтӗмӗшле ӳсӗмӗн индикаторӗ пекех. Юлашки çулсенче Хусанта тӗнче шайӗнчи спорт тата ытти мероприятисем иртни те тараватлăх индустрийӗ çине çӗнӗлле пăхма хистерӗç.
Октябрӗн 28-мӗшӗнче Хусанта хăна çурчӗпе ресторан секторӗн Раççейри чи паллă эксперчӗсем, туризм рынокӗн представителӗсем, паллă шеф-поварсем «Панорама» ресторанта пуçтарăнчӗç - пӗтӗмпе 300 яхăн çын.
Церемоние ТР Премьер-министрӗ Ильдар Халиков уçрӗ. Хаклă хăнасен шутӗнче ТР Туризмпа патшалăх комитечӗн председателӗ С.Иванов, Хусан хулин вице-мэрӗ Е.Лодвигова, ТР Президенчӗн пулăшуçи О.Балтусова, Рестораторсемпе отельерсен вице-президенчӗ В.Прасов, Hotel remont control компанин соучредителӗ А.Беккер тата ыттисем пулчӗç.
- Универсиадăна кӗтсе илме хатӗрленнӗ тапхăрти йывăр задачăсене лайăх астăватăп. Тӗрӗссипе каласан, çак кӗске ху­шăра темиçе отель туса лар­тасса, ӗçлекенсен штатне халăхсен хушшинчи стандартпа вӗрентсе кăларасса мал­тан шанманччӗ. Мӗн чухлӗ ресторанпа кафе хута ямаллаччӗ, анчах эсир йăлт пурнăçларăр. Пысăк тав сире, - терӗ Ильдар Халиков. - Республика тулашӗнче пулнă чухне Универсиадăпа Шыв спорчӗн тӗ­сӗсемпе тӗнче чемпионачӗн партнерӗсенчен пирӗн ресторансемпе хăна çурчӗсем пирки ырă сăмахсем халӗ те илтетӗп. Республикăра хăна çурчӗсемпе ресторансен профессилле Премийӗ пулмаллах, ку çӗнӗрен те çӗнӗ çитӗнӳсемпе çӗнтерӳсем тума пулăшать. Интереслӗ опыт, яваплăх, паллах, конкуренци, - терӗ Правительство пуçлăхӗ.
Калас пулать, кăçалхи конкурса Тутарстанри 60 хăна çурчӗпе 25 ресторан хутшăннă. Жюри çӗнтерӳçӗсене халăхсен хушшинчи тата локальлӗ сетьсенчи рейтингне кура тата экспертсемпе хăнасен хаклавне шута илсе палăртнă. Хăна çурчӗсене çăлтăрӗсене кура 5 категорие пайласа 15 номинаципе, ресторансене те 15 номинаципе хак­ланă. 4 тата 5 çăлтăрлă хăна çурчӗсен хушшинче 1-мӗш вырăна «Релита-Казань», 2-мӗш вырăна LUCIANO Residence Kazan, 3-мӗш вырăна Кортъярд Марриотт Казань Кремль тивӗçрӗç. Ытти номинацисенче Хусантисемсӗр пуçне Çырчаллинчи, Элметри, Елабугăри хăна çурчӗсемпе ресторансем, кафесем çӗнтерӳçӗсен шутне кӗчӗç. Тӗрӗссипе, çак кун парне илмен çын юлмарӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев