Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чи малтан ӗç укçине тӳлесе татмалла

«Тӗлпулу питӗ те конструктивлă иртрӗ. Паян эпир проблемăсене ушкăнласси пирки пуç ватрăмăр. Тӗлпулăва икӗ банк хутшăнчӗ. Чылай ыйтăва хуравлама пултартăмăр», - тесе пӗлтернӗ ТР экономика министрӗ предпринимательсен пуçаруллă ушкăнне. Сăмах май, вӗсен Татфондбанкри счечӗсене вăхăтлăха хупнă. «Эпир паянхи кунтан ӗç ушкăнне йӗркелетпӗр. Ӗç укçине тӳлемелле, налогсене те. Пирӗн хӗрӳ линисем...

«Тӗлпулу питӗ те конструктивлă иртрӗ. Паян эпир проблемăсене ушкăнласси пирки пуç ватрăмăр. Тӗлпулăва икӗ банк хутшăнчӗ. Чылай ыйтăва хуравлама пултартăмăр», - тесе пӗлтернӗ ТР экономика министрӗ предпринимательсен пуçаруллă ушкăнне. Сăмах май, вӗсен Татфондбанкри счечӗсене вăхăтлăха хупнă.

«Эпир паянхи кунтан ӗç ушкăнне йӗркелетпӗр. Ӗç укçине тӳлемелле, налогсене те. Пирӗн хӗрӳ линисем те ӗçлеме пуçлӗç. Фондсем урăх режим çине куçса ӗçлеме пуçлаççӗ. Банк-партнерсемпе те ӗçе малалла тăсмалла. Банк санацийӗ пирки те чылай ыйту пулчӗ. Малашне вăхăтлăх администрацие те тӗлпулусене чӗнӗпӗр», - тенӗ министр. Артем Здунов палăртнă тăрăх, рефинансировани ыйтăвӗсене татса пама «Ак Барспа» ВТБ-24 банксене явăçтарасшăн, вӗсене укçа-тенке çулталăкне 11 процент ставкăпа пама калаçтарасшăн. Приоритетлă задачăсен шутне, экономика министрӗ, паллах, ӗç укçи тӳлесе татассине кӗртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев